Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрсем (тĕпĕ: хатӗр) more information about the word form can be found here.
Халӑх хывнӑ пулӑшӑва пула ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен вырӑна тепловизорсем, бинокльсем, монокольсем, каҫпа курма май паракан хатӗрсем ӑсатма пултартӑмӑр.

Help to translate

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Хӗллехи кунсенче хӗрарӑмсем чӑпта ҫапатчӗҫ, арҫынсем вӑрманта экстракт вутти, эрех пичкисем валли тӗрлӗрен хатӗрсем, колхозсем ыйтнипе туртасем, кӑмрӑк, кустӑрма шӑлӗсем тӑватчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан тӗпелтен темле хатӗрсем, нухӑт хулли, ҫӑкӑр чӗлли илсе пычӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Колхоз председателӗ ҫамрӑк механик пуҫарӑвне ырларӗ ҫеҫ мар, тепӗр уйӑхран хатӗрсем те тупса пачӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ун пысӑк пайне салтаксене чи пирвай кирлӗ япаласемпе хатӗрсем туянма янӑ.

Help to translate

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Вӗсен хушшинче тепӗр стена ҫумӗнче кӳлмелли хатӗрсем.

меж ними — на полу — сбруя.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тиек помощникӗ ҫырмалли хатӗрсем майлаштарать.

Помощник дьяка перебирает на столе бумаги.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӳлмелли хатӗрсем юсакан, ҫавасем туптакан арҫынсем ик-виҫҫӗ шаккасанах пуртти-мӑлатукӗсене тӑратса итлеҫҫӗ, сӑмах варринчех чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.

Оставляли свои дела и взрослые, напряженно вслушиваясь в звуки.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик-виҫӗ лав ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тултарать те Шупашкара е Чикмене кайса тӳмесем, шӑрҫасем, хурт пуҫҫи, ука, хӑю, ҫӗлем хатӗрсем туянса килсе каллех таврари ялсем тӑрӑх тухса каять.

Насобирает воза два-три всякого тряпья и везет его в Чебоксары или Козьмодемьянск; продаст — накупит пуговиц, бус, раковин, тесьмы, позумента, иголок, ниток и снова по соседним деревням.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсир мана хатӗрсем илсе парӑр-ха, халех юсатпӑр.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен статусне илсен ӗҫре кирлӗ хатӗрсем туянма кайнӑ тӑкаксен 40 проценчӗшӗн субсиди илме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/

Урайне, килте тӗртсе тунӑ урай сарри ҫине, тирӗк-чашӑк, чей ӗҫмелли хатӗрсем, йӗс ывӑссем лартса тултарнӑ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрремӗш хутра ҫӗвӗҫсем ӗҫлеҫҫӗ, атӑ-пушмак ҫӗлемелли хатӗрсем янтлаҫҫӗ, иккӗмӗшӗнче ҫилӗм сӗрсе ҫыпӑҫтараҫҫӗ, якатаҫҫӗ.

Help to translate

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Музейра чӑвашсен алӗҫӗсене кӑтартса паракан хатӗрсем те чылай - кӗнчелепе ҫӑм арлани, пир тӗртме станок лартнӑ тата ытти те.

Help to translate

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Северьянӑн вара чӗлхе вӗҫӗнче кун каҫиччен пӗр сӑмах пулчӗ: тимӗрҫӗ лаҫҫи валли тӗрлӗ хатӗрсем ытларах тупмалла, тимӗр турттарса килмелле, унсӑрӑн ӗҫлеме питӗ кансӗр терӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак ман мӗн пур пурлӑхӑм: сунтал, мӑлатук, хӗскӗч, тимӗр шӑтармалли хатӗрсем

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Tech Like This кӑларӑм электронлӑ хатӗрсем ҫывӑракан ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ 20 ӑслӑлӑх тӗпчевне тишкернӗ.

Издание Tech Like This опубликовало обзор 20 научных исследований о влиянии электронных устройств на спящего человека.

Кровать ҫумӗнчи смартфон тутлӑ ҫывӑрма кансӗрлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33093.html

9. Конфискациленӗ япаласене (вӗсем административлӑ право йӗркине пӑснӑ чухнехи хатӗрсем е япаласем шутланнӑ) сутса Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ шутне кӗртнӗ укҫа-тенкӗне Чӑваш Республикин республика бюджетне 100 процент нормативпа куҫарса памалла.

9. Денежные средства, полученные от реализации конфискованных вещей, явившихся орудиями совершения или предметами административных правонарушений, обращенных в государственную собственность Чувашской Республики, подлежат зачислению в республиканский бюджет Чувашской Республики по нормативу 100 процентов.

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

Тепӗр ирпе Павӑл ҫӑвӑнма пахчана тухайнӑччӗ — Иван Петухов пырса кӗчӗ, аллинче пулӑ тытмалли хатӗрсем.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Клиникӑран аппӑшне сиплемелли эмелсемпе хатӗрсем илсе тухрӗ те тӑван ялне васкарӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed