Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Хоботра» кӗте-кӗте ывӑнса ҫитнӗрен ашшӗ халь-халь кунта килсе кӗресрен, — тата пӗччен мар, тен, Гемаспа, — Тиррей тӳмисене хыпалансах ҫаклатма пикенчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Пӗлетӗр-и? — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӗн капӑр тӳмисене тӑраниччен ҫавӑркаласа.— Знаете! — воскликнул он с жаром, вдоволь повертев свои запонки.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Хӗрарӑм ӑна аллинчен ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытнӑ, хул пуҫҫинчен тӗршӗннӗ; тепӗр чухне, вӑл мӗн те пулин каласан, хӗрарӑм шухӑшӗпе — кирлӗ мара е ытлашшине, — хӗрарӑм ӑна кӑштах чӗпӗтсе илет, ҫавна пула лешӗ именчӗклӗн шӑпланать те капӑр тӳмисене каллех салхуллӑн тинкерсе сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Унпа та ҫавнашкалах: тӑвӑр ҫухава ӑна хӑрушла ӗшентерет пулас, мӗншӗн тесен пуҫне пӗр чарӑнми пӑркалать, ҫавӑн пекех ҫаннисенчен манжечӗсене ҫине-ҫинех кӑларать, хушӑран хушӑ, калаҫу вӑхӑтӗнчех, капӑр тӳмисене тӗсесе сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Юратупа, хӗрхенӳпе хумханнӑ Тави тӳмисене вӗҫертрӗ, ҫаннисене тавӑрчӗ, питех те хитре пурҫӑн кӗпине хыврӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Вӑл ҫӗкленчӗ; ӗшенмеллипех ӗшеннӗрен, хурлӑха пула пуҫӗ ҫаврӑнать; ӑна илтменскерпе, илтме мехел ҫитерейменскерпе ӳчӗпе те пулин ҫывӑхрах пулас йӳтӗмпе хӗр хӑйӗн сивлек кӗпин ҫӳлти тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан тӗмескерен ҫара кӑкӑрӗпе таччӑн та ачашшӑн лӑпчӑнчӗ, — ҫав тери тачӑ — унӑн тутипе пичӗ те тӑпрана перӗнеҫҫӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Ҫав иккӗмӗш «эпӗ», — уншӑн Шехерезада юмахӗсемпе Ютӑн вӑрттӑн опычӗсем те, ҫынна тӳмисене вӗҫертмесӗрех ҫаппа-ҫарамас хывӑнтаракан ҫиҫӗмпе «чӑна тухнӑ» тӗлӗк те пӗрешкелех хаклӑ, — ҫав иккӗмӗш «эпӗ» пирӗншӗн айккинче пек, сумлӑ, анчах ниме тӑман пулӑм евӗр туйӑнать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Вӗриленнипе, вӑйсӑррипе тата кисренсе тӗлӗннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать; вӑл суллана-суллана, тӳмисене тата-тата хывӑнма пикенчӗ, вӑйсӑр кӗлетки тарӑна чӑмнине чӗри тӳсесси-тӳсеймесси пирки пач шухӑшламасть…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
— Ҫук, ямастӑп, эсӗ пӗрех ман пулӑн, — хӗрӗн пальто тӳмисене вӗҫертме пуҫларӗ арҫын.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Лихачев хӑй те пукан ҫинчен тӑрса, мундир тӳмисене вӗҫертсе янӑ та, уҫӑ кӑкӑрпа, тайкаланса, французсен штыкӗсем ҫине кайнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл гимназистсен кӑвак пальтоне тӑхӑннӑччӗ, анчах ҫутӑ тӳмисене татса хура шӑмӑ тӳмесем лартнӑччӗ, кивелсе кайнӑ картузӗ ҫинче герб йӗрӗ палӑратчӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, вара ку — вӑхӑтсӑр ҫаралнӑ ҫын пек, хӑйне хӑй пиҫсе ҫитнӗн туйӑнма тӑрӑшнӑ ҫын пек курӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ленька генерал кительне тӑхӑнса ячӗ, тӳмисене пурне те тӳмелесе лартрӗ, чӗркуҫҫинчен аяла усӑнса тӑракан ҫаннисене ҫӳлелле тавӑрчӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тачки ҫӳҫне сӑтӑркаласа тӳрлетрӗ, сюртук ҫанни ӑшне пӗтӗмпех тенӗ пек кӗрсе пытаннӑ чышки ӑшне ӳсӗрсе илчӗ, сюртук тӳмисене тӳмелерӗ те, урисене вӑрӑм ярса пусса, улпут майри патне кайрӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл ҫакна асӑрхарӗ: Буби кителӗн ҫӳлти тӳмисене тӳмелемен, кӑкӑртан кӑшт ҫӳлерех унӑн ҫап-ҫара ӳт курӑнса тӑрать.Он заметил, что верхние пуговицы кителя у Буби расстегнуты и ниже ворота белеет обнаженное тело.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чупса пынӑ ҫӗртех вӑл картузне тӳрлетсе лартрӗ, пиншак тӳмисене юсаса тӳмелерӗ.Он поправлял на ходу картуз и застегивал пиджак на все пуговицы.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл вӑрӑм ҫанӑллӑ анлӑ кӑвак сюртукне пур тӳмисене те тӳмелесе тӑхӑнса ҫӳренӗ, мӑйне кӑвак тутӑр ҫыхнӑ, йӑлтӑртатичченех тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ, кӗскен каласан, ҫиелтен пӑхма пуян купец евӗрлӗ курӑннӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Глебов плащ тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, унтан картузне сӗтел ҫине хывса хучӗ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тарӑхса кайнӑскер, вӑл кӗрӗк тӳмисене вӗҫертсе ярса сцена ҫине тухрӗ.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Стёпка шинель тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, гимнастерка ҫинчен ҫыхнӑ пиҫиххине салтрӗ те хӗвӗнчен чӗркенӗ пир татӑкӗ кӑларчӗ:Стёпка распахнул шинель, расстегнул ремень на гимнастёрке и вынул из-за пазухи холщовый свёрток:
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Кӑнтӑрла шӑрӑх, — терӗ Кузнецов, гимнастерка тӳмисене вӗҫертсе, — ҫӗрле тӑлӑп тӑхӑнсан та чухах.— Днём жарко, — сказал Кузнецов, расстёгивая ворот гимнастёрки, — а ночью хоть тулуп надевай…
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.