Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑрӑ кӑпӑк чашлатса, пӑсланса-пашлатса кӑмрӑк ҫине тӑкӑнать.Серая пена заструилась в огонь, чадя и всхлюпывая на угольях.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Сывлӑшра улӑм, тусан, турпас юлашкисем вӗҫкелеҫҫӗ, анчах ҫакӑ халӗ ҫӗрелле ҫумӑр евӗр тӑкӑнать.В воздухе еще кружилась солома, пыль, щепки, но все это падало вниз подобно дождю.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Тачӑ хупнӑ чӳрече хупӑлчисем тутӑхнӑ болчӗсемпе чӗриклетеҫҫӗ, юхмалли пӑрӑхсенчен шыв шарлаттарса тӑкӑнать; хаваслӑхшӑн ҫунакан чӗремӗрсене вӗлерме приговор палӑртнӑ ҫын шухӑшӗнчен те хурарах сӗм тӗттӗмлӗх кӗрсе вырнаҫнӑ.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Пӳрт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисем ирӗлсе кӗскеле пуҫланӑ, пӑт-пат! чӑнк-чанк! шӗп-шеп! туса, пиншер тумлам ҫӗре тӑкӑнать…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Авӑ, юнашаррӑн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗне-тӗршӗне, вӗсем тытса чарайми пусма евӗр аялалла юхаҫҫӗ, леререх ушкӑншарӑн, икшер-виҫшерӗн нӳрлӗ чул тӳшекӗнчен шӑппӑн йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ; тата ҫӳлерех пӗччен шыв сикки картлашкасене чӑма-чӑма ҫӳллӗ хысакран ишӗлсе тӑкӑнать те сывлӑшра витӗр курӑнакан шӗвӗ кӗмӗл сапаласа акать; аяларах тикӗс кӗленче йӑрӑм шавлать — чулсем ҫинче ҫапӑнса-арканса йӑлтӑркка пӑр сирпӗнчӗкӗсене вӗттӗн-вӗттӗн тӑркӑшлать-вӗҫтерет.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Грэй Везувий евӗр кӗрлесе вӗрекен пысӑк кастрюль ӑшне тӗсемелӗхех ӳссе ҫитеймен-ха, ҫапах ӑна ыттисенчен ытларах хисеплет; икӗ тарҫӑ кастрюле куҫарнине вӑл ҫав хатӗр хумханса пӑхса тӑрать; ҫавӑн чухне плита ҫине тӗтӗмлӗ кӑпӑк чӳхенсе тӑкӑнать, пӗтӗм кухня хумлӑн-хумлӑн чашлатса хӑпаракан пӑспа тулса ларать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӑлӑхах тӑкӑнать, юлташсем, хаклӑ юн…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Террикон тӗлне ҫитсен тӗтӗм пӗлӗчӗ сарӑлса каять, ун ӑшӗнчен хӗм тӑкӑнать.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Килте ҫак хута вуласа парсан, Анисим Иванович: — Тӑкӑнать пирӗн вӗри юн. Анчах ҫав Юн калама ҫук чаплӑ хунав парӗ, — терӗ салхуллӑн.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чуста чашӑкӗ унӑн пуҫӗ ҫинче, викинг пуҫӗ ҫинчи шлем пек ларать, сӑмси ҫинчен ҫӗрелле хӑмӑр чуста тӑкӑнать.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Ку уявпа укҫа-тенкӗ тӑкӑнать кӑна! — час-часах мӑкӑртатать Эмиль ашшӗ.— Этот пир влетит нам в копеечку! — всё приговаривал папа Эмиля.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Шыва пароход ураписен хӑмисем ҫапни илтӗнет, баржӑсен караванӗ ҫинче матроссем кашкӑрла ӳлеҫҫӗ, таҫта йывӑр мӑлатук тимӗр ҫине ҫапать, кичемлӗн юрӑ тӑсӑлать, — такамӑн чунӗ хуллен кӑна йӑсӑрланать, — ҫав юрӑран чун ҫине кӗл пек хурлӑх ҫуса тӑкӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӳрт ҫивитти ҫине ҫумӑр шӑпӑртатса тӑкӑнать, чӳречене те киле-киле ҫапӑнать.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Лӑс-лӑс-лӑс тӑкӑнать этем ӑшӗ-чиккине кун ҫути, лӑс-лӑс-лӑс сӑрӑлтатать ҫӗнелӳпе пӗтӗм анлӑш.
Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑшман ҫине урӑм-сурӑм вутпа металл тӑкӑнать.
17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ ӑна тайӑлтаратӑп та чей каллех ҫӗре тӑкӑнать.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпир ҫул ҫинче пӳлӗмсенче калаҫнине илтни, хамӑр ҫак ҫӗршывра курса иртнисем — ҫакӑнта пурте пӗр-пӗрне туслӑн кӑмӑлланипе пӗрлешсе кайрӗҫ, ҫакӑнти халӑх хӗрӳлӗхне курсан, куҫсенчен ирӗк-сӗрех куҫҫулӗ тӑкӑнать.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсен хыҫҫӑн кайса, ывӑлӑмӑрсен юнӗ усӑсӑр тӑкӑнать.И в погоне за ними бесплодно проливается драгоценная кровь — кровь наших сыновей!
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах унӑн ҫӑмӗ тӑкӑнать.
Сӑмса тутриллӗ пукане // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унта чашӑк хыҫӗнче пушӑ вырӑн пур, хупса лартнӑ чух шыв ҫавӑнта тӑкӑнать иккен.А там, за чашкой, пусто, и когда закрывать, вода туда выливается.
Кулӑшла шкап // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.