Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑнать (тĕпĕ: тӑкӑн) more information about the word form can be found here.
Юн тӑкӑнать.

Кровь прольется.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ура айӗнче хӑйӑр ишӗлет, тӑкӑнать

Под ногами ползет песок, унося вниз…

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Маччаран тӑпра тӑкӑнать.

С потолка посыпалась земля.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ала витӗр ҫӑнӑх юхтарнӑ пек, йывӑҫсем ҫине, сарӑхнӑ юман ҫулҫисемпе типнӗ курӑк ҫине кӑвак ҫутӑ тӑкӑнать.

Словно мука сквозь решето, просеивается синеватый свет на деревья, на засохшие бурые листья дуба, жухлую траву.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урайне шыв шӑпӑртатса тӑкӑнать.

Через край кадки на пол выплеснулась вода.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Маччаран шӑпӑр! тӑпра тӑкӑнать.

С потолка с шорохом сыплется земля.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫул хӗрринчи курӑка йӑлтах тусан хупланӑ, кашни ярса пусмассерен ҫӑпата пуҫӗ ҫине йӑштӑркка тӑпра тӑкӑнать.

Трава у дороги вся была покрыта пылью, и при каждом шаге на лапти сыпалась земля.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер пӳрчӗ ҫумне ку енне вӗтӗ турат пӑтӑр-пӑтӑр тӑкӑнать.

Сыплют мелкие веточки на избенку Мульдиера.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӗсен чӑнах та тырӑ тӑкӑнать.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн пек чаплӑ хуласем юлчӗҫ нимӗҫ аллине, аса илсен, куҫҫуль тӑкӑнать.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ан ашкӑн, яшка тӑкӑнать! — терӗ вӑл хӑй патне вӑтанчӑклӑн пырса тӑнӑ качча.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Манӑн хуҫасен пӗлӗшӗсем салам сӑмахӗпе киле-киле каяҫҫӗ, пӗр-пӗрне темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ е вӑрттӑн калаҫма айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ; кӗскен — канӑҫсӑр сӗм, ун ҫийӗн селӗм-хитре алӑсем сапалакан конфетти ҫумӑрӗ тӑкӑнать.

Знакомые моих хозяев появлялись с приветствиями, шептали им на ухо или, таинственно отведя их для секретной беседы, составляли беспокойный фон, на котором мелькал дождь конфетти, сыпавшийся из хорошеньких ручек.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Палуба ҫинчен йӗкӗлтев пӑрӗ тӑкӑнать.

Град насмешек полетел с палубы.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Аллисем чӗтреҫҫӗ, табакӗ тӑкӑнать.

Руки тряслись, табак просыпался.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Алмазне хӑйне япӑх виркӗслетнӗ, анчах та, темле паллӑ мар оптика фокусне пула, вӑл тӗлӗнмелле вӑйлӑ ялкӑшать; унӑн енӗсенчен асамат кӗперӗ евӗр ҫиҫекен тусан тӑкӑнать тейӗн.

Сам алмаз был огранен неправильно, но в силу неизвестного оптического фокуса сверкал удивительно ярко: с его граней как бы сыпалась радужно сияющая пыль.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Паркерӑн мана пӗлтермелли самаях пуҫтарӑннӑ ахӑр; асӑмра юлнӑ ҫав каҫхи ӗҫ-тӑрӑм пирки итлеме тем пек кӑсӑк пулин те — Дюрок патне каяс тӳсӗмсӗрлӗх ӳссех пырать, акӑ тулса тӑкӑнать те ӗнтӗ, терте путнӑскер пукан айӗнче урасемпе тӗрткелешсе юлашкинчен — укҫа тӳлес шутпа — тарҫа кӑчӑк туртса чӗнтӗм.

Паркер стал говорить дальше; как ни интересно было слушать обо всем, из чего вышли события того памятного вечера, нетерпение мое отправиться к Дюроку росло и разразилось тем, что, страдая и шевеля ногами под стулом, я, наконец, кликнул прислугу, чтоб расплатиться.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Калаҫу халӗ типӗрех, вӗчӗхрех, унтан шӳтсен каплам пӑрне куҫрӗ, ҫак пӑр капитан ҫине тӑкӑнать.

Разговор стал суше, нервнее, затем перешел в град шуток, которыми осыпали капитана.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакӑ ӑна Тинг пирки тата «Тинг арӑмӗ» пирки шӑпчӑкла юхтарса пуплеме пӗртте чӑрмантармасть; «Тинг» сӑмах унӑн чӗлхинчен, ахӑртнех, манах чӗлхинчен «Иисус» тӑкӑннинчен те ытларах тӑкӑнать.

Это ему не помешало снова залиться соловьем о Тинге и «жене Тинга»; слово «Тинг» падало с его языка чаще чем «Иисус» с языка монаха.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӗсен ҫуначӗсенчен ҫутӑ сапаланса тӑкӑнать, куҫӗсем Калиостро ҫине тимлӗн, пулӑшма шантаракан тӗллевпе пӑхаҫҫӗ, вӗсем кӑмӑлӗпех тата юнтармасӑр пӑхӑнаҫҫӗ.

С крыльев их сыпался свет, их глаза заботливо смотрели на Калиостро, повиновались которому они охотно и без капризов.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Сӑрӑ кӑпӑк чашлатса, пӑсланса-пашлатса кӑмрӑк ҫине тӑкӑнать.

Серая пена заструилась в огонь, чадя и всхлюпывая на угольях.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed