Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв хӗррине ҫитсен тин эпӗ хӑрамалли паллӑсене курса илтӗм.
IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Икӗ амӑшӗ те хӑйсен ачисемпе пӗрле ссылка кайма шутларӗҫ; Мария Александровна Елизавета Васильевнӑна хӑйӗн пысӑк опычӗпе паллаштарчӗ: тӗрме хуралҫисен тимлӗхне улталаса шифрлӑ хута мӗнле памаллине, кӗнекере условнӑй паллӑсене тата пытарса ҫырнине мӗнле тупмаллине вӗрентрӗ, Елизавета Васильевнӑна хӑйӗн хӗрӗ валли «Мюллер гимнастикине» илсе килме сӗнчӗ, сывлӑха упраса хӑварас тесен, камерӑра пин утӑм тумалла тата ҫӗр хутчен ҫӗре ҫити авӑнса илмелле терӗ.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл хытӑрах вӗрме тытӑнсассӑн вара вӗсем хӑйсен айӗнчи лармалли паллӑсене те, аэродрома та, ним те курма пултарайман.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Негоро — е нимрен те шикленмен ҫын, е ҫак хӑрушӑ паллӑсене ӑнланмасть — хӑйне питӗ лӑпкӑ тытать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ачасем паллӑсене нумайччен тӑрӑшса хучӗҫ.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Халӗ ӗнтӗ хаяр ҫапӑҫуран юлнӑ паллӑсене пӗтермелле.Все отправляются на речку, — нужно быстрее смыть следы ожесточенной битвы.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Юра чи ҫывӑх тӑван ҫыннӑн сӑн-питӗнчи паллӑсене астуса юлас тенӗ пек, хамӑр ҫуртӑн пӗтӗм вак-тӗвек паллисене те, уҫӑ чӳречисене те, йывӑҫ тӗмӗсене тата темиҫе хутчен ҫаврӑнса пӑхрӗ.
Вӑрҫӑ кунӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Унан сӑн-пичӗ пит лайӑх пулнӑ, ҫавӑнпа та, паллах ӗнтӗ, хӑй ҫапӑҫура паттӑр пулнине кӑтартакан паллӑсене майор киличчен ҫуса тӑкма шел пулнӑ.Выглядел он великолепно, и, конечно, жаль было смывать знаки боевой доблести до прихода майора.
7. Ракетчик // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл ӑна сӗтел ҫине сарса хучӗ те, тӗрлӗ тӗслӗ паллӑсене тӗпчесе пӗлме тытӑнчӗ.Он разложил ее на столе и занялся изучением разноцветных пометок.
1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Пӗлместӗп, паллӑсене кӑтартмаҫҫӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Паллӑсене килте кӑтартса алӑ пустармалла пулнӑ пирки, Тёма паллӑсене ашшӗ-амӑшӗсем курнине ҫирӗплетме, вӗсемшӗн хӑй пултарнӑ пек хӑех алӑ пускаларӗ.Так как требовалась расписка, то он, как мог, и расписался за родителей, что отметки они видели.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӗмӗрех тӳлекскер, хускавсӑрскер, никама та тӗкӗнменскер, «пӗрре» паллӑсене те, «пиллӗксене» те темле пӗр хумханмасӑрах йышӑнаканскер, Иванов, хӑй вырӑнӗнче тапранман пекех ларатчӗ.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Анчах пит хусканӑвӗсенче, тути хӗррисем час-часах турткаланса илнинче, пӗрмаях сиккелекен куҫхаршийӗсенче темӗнле тӗлӗнмелле ҫывӑх та пӗр пекрех паллӑсем пур; ҫавнашкал паллӑсене пулах курпунлӑ ҫынсенчен те нумайӑшӗ тӑвансем пекех пӗр сӑн-сӑпатлӑрах пулаҫҫӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавӑнпа асӑннӑ паллӑсене асӑрхасанах васкавлӑн тухтӑр патне каймалла.
Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03
— Пӑхӑр-ха, — терӗм ӑна хирӗҫ, хӑйра чулӗсен сийӗпе известь чулӗсен сийӗ пӗр-пӗринпе ылмашса пынине тата сланецсем курӑнкала пуҫланӑ малтанхи паллӑсене кӑтартса.
XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Полк штабӗнче дивизи тата арми управленийӗнчи офицерсем, халлӗхе тытса илмен кӗперсене юсама килнӗ инженерсем, халлӗхе тытса илмен машинӑсене хӑйсен аллине лектерме тӑрӑшакан автомобилистсем, халлӗхе тытса илмен складсен алӑкӗсем ҫине пичет хума васкакан интендантсем, минӗрсем, трофейщиксем, разведчиксем, прокурорсем, фронт управленийӗн лозунгсемпе плакатсем илсе килнӗ инструкторӗсем, кинооператорсемпе фотокорреспондентсем, Венӑран хӗвеланӑҫнелле халӑхсем пурӑнакан вырӑнсен ячӗсене, ҫавӑн пекех хула площачӗсенчи ҫул юпписене кӑтартакан паллӑсене — кусене те халлӗхе тытса илмен-ха — хатӗрлесе илсе килнӗ ВАД работникӗсем тӗркӗшеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫынсем, стенасем ҫине кӑмрӑкпа ҫырса тунӑ паллӑсене пӑхса, хваттертен хваттере носилкӑсемпе утаҫҫӗ, пусма площадкисем ҫине тухаҫҫӗ, подвалсене анаҫҫӗ, килхушшисем урлӑ иртеҫҫӗ те каллех ҫуртсем айне кӗрсе каяҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ниепле те вулама май килмен кивӗ хут ҫинчи урлӑ-пирлӗ тӗрлесе пӗтернӗ паллӑсене вуласа кӑлариччен, пичче пире пурне те типӗ тыттарасшӑн.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав халиччен курман ҫыру паллисене манӑн кунта кӑтартса пама питех те кирлӗ пулать, мӗншӗн тесен, ҫав паллӑсене пула профессор Лиденброкпа унӑн тӑванӗн ывӑлӗ XIX ӗмӗрте чи тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев туса ирттерме шухӑш тытнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах эсӗ, турра ӗненмен этем, куҫусемпе ҫавӑрӑнса пӑх-ха, турӑ шухӑшласа кӑларнӑ паллӑсене курса килен-ха пӗрре.Но взгляни же, полюбуйся, нечестивец, на эти письмена, созданные фантазией самого бога!
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.