Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шывне (тĕпĕ: шыв) more information about the word form can be found here.
Халӗ те ун шывне тутанма май пур.

Help to translate

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

— Караҫӑм, эс Выл юхан шывне Штаранкӑ юхса кӗнӗ ҫӗрте ларакан Вырӑс Чураш ялне хӑҫан та пулин ҫитсе курнӑ-и? — юлташӗнчен ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырма урлӑ каҫсан, юланутҫӑ Сӑрӑ шывне май Улатӑр хули еннелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулара мӗн тери шӑв-шав туса хӑварнине пӗлмесӗрех Укаслу хӑй ҫарӗпе мӑкшӑ вӑрманне кӗрсе кайрӗ те, Сӑрӑ шывне хирӗҫ ҫур ҫухрӑм пек хӑпарса, сывлӑш ҫавӑрса илме чарӑнчӗ.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, юмӑҫ-Укапи аппа каласа кӑтартнӑ пек, курки ҫинчи шывне юпа ҫумне тӑкрӗ, унтан юман кӑмпине хучӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлнӑ шывне те тӑкмарӗ — Карлая хӑйне тыттарчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сӗтеклӗ шывне юхтарса ӗлӗк-авал вӑй хушакан им тунӑ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗ — тимӗр-кӑвакскер майӗпен Атӑл шывне шӑршласа пӑхам пекки турӗ, унтан хуҫи енне ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑп тӑчӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусан шывне юланни, ҫуранни Каҫса ӳкет пӗр туххӑм сыв юлни.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ниепле те пӑсмасан Имҫампала пӑсмалла, Чӗкеҫ валли, май пулсан, Пӑстав шывне памалла.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тинӗс шывне курсассӑн Аса килчӗ аслӑ Атӑл, Санӑн сӑнна курсассӑн Ҫӗкленсе кайрӗ ӑс-хапӑл.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑл шывне пӗвекен Ӑҫта пур-ши вӑл хӑват?

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ ҫумӑр шывӗ мар, тумлам мар, Унерпин куҫ шывне юхтарать ку хыпар.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавал юхать ҫаврӑнса, Кӗмӗл пекех ҫутӑлса; Ункӑ шывне, Йӗршшӳне, — Тата ытти шывсене Пухса пырать Атӑла — Ӗмӗтленсе малалла.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Татах самант — эпӗ пӗве шывне ча-а-а-алт! ҫурса кӗрсе кайнӑ иккен, халӗ ун тӗпнелле йӑкӑр-р-р-р! ярӑнса анатӑп.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Малашлӑх ҫӑлкуҫӗн тап-таса, уҫӑ, сиплӗ шывне ӑш каниччен перес килчӗ!

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кӗреҫҫӗ шывне, анчӑка евӗрлесе мӑкӑлтатаҫҫӗ, шапа ишши тукалаҫҫӗ, хур аҫисем пек шампӑлтатаҫҫӗ: хулӑн пӳ-силлӗ, питне-куҫне ик-виҫӗ хутлам хупланӑ, латака генерал ку енче, вӗшле йытӑ пек ҫинҫешке, хӑмла шӑччи пек тӑсланкӑ адьютант — тепринче.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тух! — витринчи лапра шывне лаштах сапнӑ пек сирпентерчӗ ваштах капланса хӑпарнӑ хура ҫиллине паркамас хӗрарӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пушмакне хывса пуҫхӗрлӗ тытрӗ те лампӑркка шывне шӑпӑрр! юхтарса тӑкрӗ, вара каллех тӑхӑнса кантраларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис ҫак ҫулҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑварӗ патне туртса ҫывхартрӗ те вӗсем ҫинчи пур-ҫук ҫумӑр шывне ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана ҫуллама пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed