Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ура the word is in our database.
ура (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Ҫил ура йӗри-тавра ташласа тӑнӑ пек, тӑватӑ енчен те вӗрнӗ пек туйӑнать.

Казалось, что ветер топчется вокруг скирда и дует по очереди со всех четырех сторон.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑй епле пӗр вӑхӑтрах, хуторти пӗрлештернӗ хуҫалӑха йӗркелесе ура ҫине тӑратассишӗн ӗҫленипе пӗрлех, ӑна аркатса пымалла пулнӑшӑн чунӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ, анчах Лятьевский ӑна калама памарӗ; шурӑ эрехне ӗҫсе ячӗ те, Яков Лукича урӑх тултарса памасӑрах, ҫапла ыйтрӗ:

Ему захотелось пожаловаться на то, как болеет он душой, одновременно строя и разрушая обобществленное хуторское хозяйство, но Лятьевский не дал ему говорить; выпив водку и больше не наливая Якову Лукичу, спросил:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫеменӗн арӑмӗ хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Жененка Семенова вспыхнула, встала.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич пӗр сӑмах чӗнмесӗрех кухньӑналла ура ярса пуснӑччӗ, анчах алӑк янаххи урлӑ каҫнӑ самантра ӑна Лятьевский хуса ҫитрӗ те, хулпуҫҫинчен ҫапса илсе, ҫапла пӑшӑлтатрӗ:

Яков Лукич, слова не молвя, шагнул было в кухню, но Лятьевский нагнал его уже у порога, хлопнул по плечу, шепнул:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑшӗ-пӗрисем, чулланса хытнӑ хӑйӑр ҫумне тир таткаланчӑкӗсем хӑварса, ура ҫине тӑркаларӗҫ, тӑваттӑшӗн шӑнса ҫыпӑҫнӑ хӳрисем татӑла-татӑла юлчӗҫ, ыттисем шӑнса хытӑркаса пӗтнӗ, чирлесе кайрӗҫ..

Некоторые поднялись, оставив на окаменелом песке клочья кожи, у четырех отломились примерзшие хвосты, остальные передрогли, захворали.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ура айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса илеҫҫӗ!

— Рвут из-под ног землю!

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗҫҫи-каҫҫине чарса пӑрахсах вырттӑр вара! — Любишкин ура ҫине тӑчӗ те алӑк питӗрмелли питӗ тачка юман кӗлене силлесе кӑтартрӗ.

Чтоб и копыта на сторону откинул! — Любишкин встал, потряс дубовым толстенным запором.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче выльӑхӗсем епле тӑнине тӗрӗслеме, ура айне тӑккаланнӑ утӑ таврашне пуҫтара-пуҫтара сырлӑха хурса пама темиҫе хутчен те выльӑх картине тухса пӑхатчӗ.

Да и ночью по нескольку раз выходит на скотиний баз, проведывать, подобрать в ясли наметанное под ноги сенцо.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ура ҫинче тӑрса ирттерет, теҫҫӗ.

Всю ночь, говорят, простаивает.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асли те ура ҫине тӑрать, Суламифе ыталамашкӑн хӑтланать.

Старший тоже поднимается и хочет обнять Суламифь.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Картишре ҫӑмӑллӑн пусса утакан ура айӗнче хӑйӑр чаштӑртатрӗ.

Песок захрустел на дворе под легкими шагами.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, аллисене кӗсйине чиксе, кухньӑналла утрӗ.

Он встал, уныло подсмыкнул короткие штаны; сунув руки в карманы, пошел в кухню.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха!

В бурю лишь тополя да дубы ломает и выворачивает с корнем, бурьян-железняк только земно клонится, стелется, а потом снова встает, но вот «встать»-то Якову Лукичу и не пришлось!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать.

На снегу не лягут отпечатки лапных подушек, а там, где когти вырвут обледеневший комочек наста, останется искрящаяся царапина — жемчужный след.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, аялти кӗпи вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчен сиксе анчӗ те упӑшкин пӑтара ҫакӑнса тӑракан кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине пырса ухтарчӗ, унтан ура хырӑмӗсене пӑвӑнтаракан чӑмӑркка резинкӑсем мар, хулари хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен кӑвакпа тыттарса ҫӗленӗ резинкӑсем туртса кӑларчӗ.

Она в одной рубахе прыгнула с кровати к висевшему на гвозде мужнину полушубку, вытащила из кармана не круглые, стягивающие икры резинки, а городские, с поясом, обшитые голубым.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пухури халӑх ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗксене хывнӑҫем кукша пуҫсем ҫутӑлса илчӗҫ, арпашӑнса пӗтнӗ тӗрлӗ ҫӳҫсем курӑнса кайрӗҫ.

Народ на собрании встал на ноги, снял шапки, блеснули лысины, показались спутанные волосы.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна хисеп туса, ура ҫине тӑма тата ҫӗлӗкӗрсене хывма сӗнетӗп!

В знак уважения к нему, призывают подняться на ноги и снять шапки!

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, унтан, халӗ ӗнтӗ юриех хӑйне ӳсӗр ҫын пек тыткаласа, тайкаланса, шкул алӑкӗн урати ҫинче ларакан пӗр хӗр патне пырса ларчӗ, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Он встал и, уже сознательно подражая движениям пьяного, покачиваясь, прошел к сидящей на порожке школы девке, положил ей голову на теплые колени…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев, йынӑша-йынӑшах мекеҫленсе, ӑна каллех месерле ҫавӑрса пӑрахма хӑтланчӗ, анчах батареец упанни пек вӑйне пула ура ҫине тӑчӗ-тӑчех.

Половцев, стоная от напряжения, пытается снова опрокинуть его на спину, но медвежья сила батарейца помогает ему встать на ноги.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумайӑшӗ пӳртрен тухса кайсан тин вӑл ура ҫине тӑчӗ; витре умӗнче пӗшкӗнсе ларакан Лапшиновран йӗрӗнчӗклӗн пӑрӑнса иртсе, Тимофей Рванӑя хуллен ҫапла каларӗ:

Он встал, когда уже многие ушли; брезгливо обходя склонившегося над ведром Лапшинова, тихо сказал Тимофею Рваному:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed