Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Израиль Египетран тухсассӑн, Иаков килӗ ют халӑх хушшинчен тухсассӑн, 2. Иуда — Унӑн сӑваплӑ халӑхӗ, Израиль Унӑн еткерӗ пулса тӑнӑ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ячӗ сӑваплӑ та хӑрушӑ!
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп; 9. Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя, 10. Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт, Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп, Филисти ҫӗрӗнче хавассӑн кӑшкӑрӑп» терӗ.
Пс 107 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире, Хӑвӑн сӑваплӑ ятна аслӑламашкӑн, Хӑвӑн мухтавлӑхупа мухтанмашкӑн халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тапӑрта вӗсем Моисее тата Аарона, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннине, ӑмсаннӑ.16. И позавидовали в стане Моисею и Аарону, святому Господню.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Чула ҫапса ҫурнӑ та — шыв палкаса тухнӑ, пушхир тӑрӑх ҫырма пек юхса кайнӑ, 42. мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ сӑмахне асне илнӗ, Авраама, Хӑйӗн чурине, асне илнӗ, 43. Хӑйӗн халӑхне савӑнтарса, Хӑй суйланӑ ҫыннисене хаваслантарса кӑларнӑ, 44. вӗсене халӑхсенӗн ҫӗрӗсене панӑ, вӗсем ют ӑрусем ӗҫлесе тунине еткерлӗхе илнӗ: 45. вӗсен вара Вӑл панӑ йӗркесене, Унӑн саккунне уяса пурӑнмалла пулнӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр.3. Хвалитесь именем Его святым; да веселится сердце ищущих Господа.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла.1. Благослови, душа моя, Господа, и вся внутренность моя - святое имя Его.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ: 20-21. касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ: 22-23. халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапӑр: Вӑл — сӑваплӑ!5. Превозносите Господа, Бога нашего, и поклоняйтесь подножию Его: свято оно!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Санӑн аслӑ та хӑрушӑ ятна аслӑлаччӑр: Вӑл — сӑваплӑ!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать.Он хранит души святых Своих; из руки нечестивых избавляет их.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем.6. Слава и величие пред лицем Его, сила и великолепие во святилище Его.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн Ҫурту ӗмӗрех сӑваплӑ тӑрӗ.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн# никӗсӗ — сӑваплӑ тусем ҫинче.
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртне тӳпе пек тунӑ, ӑна ҫӗр пек ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ лартнӑ, 70. Давида, Хӑйӗн чурине, суйласа илнӗ, ӑна сурӑх карти патӗнчен, 71. сӑвакан выльӑх патӗнчен Хӑйӗн халӑхне Иакова, Хӑйӗн еткерне Израиле кӗтсе ҫӳреме илсе килнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫулу сӑваплӑ.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.