Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мурӗ вӗретме вӗреннӗ-и ӑна, кам пӗлтӗр, а тулӗккӗш усси вара… э-э, тӑванӑм, йывӑр шухӑш пусать-и сана, нуша йӗртет-и, ҫак таса тумлама сыпсан, вӑхӑтлӑха пӗтӗм инкек-синкек манӑҫать, тупата, чӗрене уҫсах ярать.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Чӗрене хӑйӑрса кӑларас пек хурлӑхлӑн тӑсса юрлать ҫав Шинкӗл, кӗввине те хӑйне май ӑста улӑштарма ӑс ҫитерет, юн чуппине чарассӑн туйӑнать унӑн юрри.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тикӗт сӗрмен кустӑрмасем чӗрене ҫурса ярассӑн йынӑшса ҫаврӑнаҫҫӗ.Давно не смазанные дегтем колеса издавали душераздирающий скрип.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кашкӑр ами кӑшлани вӑл питех те начар япала, Матти: малтан вӑл пӗр пӳрнине, унтан тепӗрне ҫисе ярать, кайран аара пӗтӗм алла, чӗрене ҫиме тытӑнать…
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫуртасем ҫап-ҫуттӑн, чӳхенсе ҫунаҫҫӗ, катафалк йӑлтӑртатать, ун хыҫҫӑн капӑр тумланнӑ халӑх утса пырать; хӗвел хӗртсе пӑхать, пӑчӑх сывлӑшпа урамри тусан витӗр ҫамрӑк ҫуркуннен ырӑ шӑрши варкӑшса килет, вӑл уй-хирелле, ҫемҫе те ҫӗнӗ ешӗл курӑк кӗҫҫи ҫинелле чӗнет; пурнӑҫӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем ҫинчен калать, катафалк ҫинчен вара пӗр сассӑр та хӑрушшӑн вилем сывлӑшӗ сарӑлать, вилӗ пуҫ тытӑнкӑсӑр сулланкаласа пырать; пытару юрри вӑраххӑн тӑсӑлса илтӗнкелет, пытару маршӗ янӑрать, е чӗрене хурлӑхлӑн касса ыраттарса илет вӑл, е чӗрешӗн хаклӑ та ҫывӑх ҫын часах тӑвӑр шӑтӑка кӗрсе выртса, ӗмӗрлӗхех куҫран ҫухаласса аса илтерет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл ҫапла вӑй-халсӑр пулни чӗрене ыраттарать, ирӗксӗрех куҫҫульне кӑларттарать.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Кунта ӗнтӗ, ҫав кӗввӗн чӗрене кӑшласа ыраттарнине хирӗҫ кӗрешме хал ҫитереймесӗр Петрӑн сӑн-пичӗ тискерленнӗ самант та, ҫавна пулах фортепиано патӗнчен тӑрса тарни те, мӗн ӗлӗкхи йӑлтах янӑраса тӑрать.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Уҫӑмлӑ та вылянчӑк, ҫеҫенхирти ҫил пекех телейлӗ те ирӗклӗ, ҫав ҫил пекех чарусӑр ашкӑнчӑк кӗвӗ хушшинче, пурнӑҫӑн анлӑ та сӑрӑ-чӑпар кӗрлевӗнче, халӑх юррин е салхуллӑ, е тата хӑватлӑ янравӗ хушшинче час та часах, вӑйлӑн та харсӑррӑн чӗрене пӑчӑртаса лартакан темӗнле сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӗрене пырса тивекен ҫав сасӑсене вӑл кунтисенчен пуринчен те лайӑхрах ӑнланать.Он больше, чем кто-нибудь другой в этой толпе, понимал живую драму этих звуков.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тата вӑл, ҫав шухӑшсемпе пӗрлех, чӗрене кӗрсе юлнӑ суккӑрсен ӗсӗклӗ юрри ҫинчен те аса илетчӗ.По временам также, среди этих забот, в его душе поднимались воспоминания о жалобном вопле слепых.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӑна халӗ те ҫав хӑрӑлти ӗсӗклӗ ӳпкелешӳ урлӑ чӗрене вӑйлӑн кӗрсе юлнӑ пурнӑҫри танмарлӑх канӑҫ памасть пулас.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тахҫан чӗрене савӑнӑҫпа тултарса тӑракан асаилӳсене текех вӑл пӗр килӗшӳллӗ туйӑма пӗтӗҫтерме пултараймарӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вара пурин куҫӗ умне те сӑмахпа асӑнман, анчах чӗрене кӗрсе юлнӑ сӑнсем тухса тӑраҫҫӗ: тӗксӗм те ансӑр пусмасем, чан ҫапакан манахӑн хытанка кӗлетки, унӑн чирлӗ сӑн-пичӗ, вӑл ҫиллессӗн кӑшкӑркалани, пурнӑҫ шӑпи пирки вӗчӗрхенсе мӑкӑртатни…
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ йӑлтах чӗрене капланса килнӗ тарӑн туйӑмпа пӗр пулса янӑрать, чунра вӑл ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑн калаҫӑвӗпе пӗрле ҫуралать, унӑн чӑн-чӑн ятне тупса калама та ҫав тери хӗн…
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑш-пӗр самантсенче унӑн сасси илтӗнмиех пулать, чӗрене темӗнле тӗтреллӗ ӗмӗт ҫавӑрса илет, унтан вара, ҫулҫӑсем пӑшӑлтатнӑ сасӑ витӗр, каллех лӑпкӑ кӗвӗ янӑраса каять…
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӗрене юн тапса тулчӗ, пичӗ сасартӑках шуралса кайнине туйрӗ вӑл.Кровь отлила к сердцу, а на лице она сама ощутила внезапную бледность.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юрӑллӑ эпоссен уҫӑмлӑ сӑнарӗсене лайӑх ӑнланма, тата вӗсем чӗрене пырса тивччӗр тесен, уйрӑмах куҫпа курни асра тӑмалла, пуҫ мими витӗр курни кирлӗ, тесе шутланӑ вӑл, ачан тӗттӗм пуҫӗ халӑх поэзийӗн сӑнарлӑ чӗлхине чӗре патне ҫитерме хал ҫитереес ҫукран хӑранӑ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Малтанах вӑл, мӑнкӑмӑллӑн йӗрӗнсе, ҫав «айванла шӑхӑртнинче» кулӑшла енӗсене ҫеҫ тупма тӑрӑшса итлетчӗ; анчах ерипен-ерипенех — мӗнле майпа ҫапла пулса тухнине вӑл хӑй те тавҫӑрса илеймест — айванла шӑхӑртни ӑна илӗртсех пычӗ, чӗрене пырса тивекен тарӑн шухӑшлӑ кӗвӗсене вӑл ӑмсансах тӑнла пуҫларӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав самантсем ӗнтӗ ачашӑн чи телейлӗ вӑхӑтсем пулса тӑчӗҫ; чунтанах кӗвӗҫекен амӑшӗ ҫакна та асӑрхарӗ: каҫхине чӗрене вырнаҫса юлнисем тепӗр кунне те яра кунах ача асӗнчен тухмаҫҫӗ, амӑшӗ ачашланине те халӗ вӑл малтанхи пек уҫӑ кӑмӑлпа йышӑнмасть, ун чӗрҫи ҫинче ларса ӑна ыталать пулин те, темле тарӑн шухӑша кайса Иохимӑн ӗнерхи кӗввине аса илет.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Амӑшӗ хӑй те, самантлӑха чарӑнса, малороссен юррин чӗрене тивекен кӗввине итлесе тӑчӗ, вара, йӑлтах лӑпланнӑскер, садӑн тӗттӗм аллеине, Макҫӑм пичче патне кайрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.