Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юрать-ха, ҫав хушӑра ун хыҫӗнче, стена ҫумӗнче, хӑяккӑн, урисене куклетсе ҫывӑракан ачана курчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Нар ҫинче ҫывӑракан нимӗҫ патне пырать те: — Хэнде хох! — тет.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Вӑл ӑшшӑн ҫывӑракан Федьӑна пырса тӑратрӗ те хӑй наҫилкке тӑвасси ҫинчен шухӑшланине каласа пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл хӑйпе юнашар ҫывӑракан Санюк ҫине пӑхрӗ: шӑллӗ хӑй ҫине пиншак витнӗ, сылтӑм аллине пуҫ айне хунӑ, сулахай аллине чӑмӑртанӑ, такампа ҫапӑҫма хатӗр пек.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хутланса ҫывӑракан Санюк айне те курӑк майласа хучӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл пӗр пысӑк туратне сирчӗ те ун айӗнче чӗрӗп пек хутланса ларса ҫывӑракан шӑллӗне курах кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кун пекех нумай ҫывӑракан марччӗ-ҫке вӑл.
Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.
Ҫывӑракан пӳлӗмрен ывӑлӗ чупса тухрӗ те амӑш умне пырса тӑчӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫурхи хӗвел шевли каччӑ ҫывӑракан пӳлӗме йӑпшӑнса кӗчӗ те ӑна питӗнчен ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа ӑшӑтрӗ, тутлӑ ыйхӑран вӑратрӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӗр хӗрлӗ киккириклӗ чӑпар автан кӑна, ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытма юратаканскер, Ванюк ҫывӑракан чӳрече ҫумӗнчи карта ҫине вӗҫсе улӑхрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кӑшкӑрса ячӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫывӑракан амӑшне вӑратасран асӑрханса вӑл тӗпелелле иртрӗ, ҫутӑ ҫутса ячӗ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫавӑнпа та мӑян пусса илнӗ ҫӗр ҫинче ҫывӑракан ҫынсем чылай вӑхӑт инҫе ҫулта пӳлнипе ӗшенсе ҫитнӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫемьесене аса илтереҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сӑмсине ҫӳҫен пӗрчи кӗнӗрен-ши, ҫывӑракан ял вӑранса каймалла тулхӑрса илчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Лешӗ канлӗн ҫывӑрнине курсан: — Ҫывӑрать… Ан тив, ҫывӑртӑр… Ҫывӑракан ача хӑвӑрт ӳсет теҫҫӗ, — терӗ ҫепӗҫҫӗн.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫывӑракан хӗрача ҫине тинкерсе пӑхнӑ чухне вӑл мӗн шухӑшланине никам та пӗлеймӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Атте килчӗ! — вырӑнӗ ҫинче харлаттарса ҫывӑракан арҫынна лӑскама тытӑнчӗ вӑл.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл чӑнах та вучаха урӑх ҫӗре, харлаттарса ҫывӑракан Ятламаспа Северьян леш енне куҫарчӗ, Эрнепи ҫавах ӑшӑнаймарӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсем харлаттарсах ҫывӑракан Сарри мӑрсана вӑратрӗҫ те ӗҫке ярӑнчӗҫ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫывӑракан ачине пырса тӗрӗслесен хӗрарӑм тарҫӑсене ӑна сӑнасах тӑма хушса Сююнбике кӑшт тирпейленкеленӗ хыҫҫӑн хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхне хирӗҫ чупрӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.