Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарсах (тĕпĕ: ҫывхар) more information about the word form can be found here.
Вӗсем пирӗн паталла ҫывхарсах килеҫҫӗ.

Они приближаются к нам.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вилӗмӗ ҫывхарсах килнӗ май тӑшман хаярлансах пырать, юлашки пур вӑйӗпе хирӗҫ тӑрать.

Чем ближе был конец, тем ожесточённее сопротивлялся враг.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӑшман самолечӗсем ҫывхарсах килеҫҫӗ.

Самолёты врага подходят ближе.

15. Разведчик // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӑшман патне ҫывхарсах пыратӑп, пеме питӗ аван!

Дистанция подходящая.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарсах ҫитрӗ.

Приближался новый год.

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӳске сывлӑшра аялтан та аяларах вӗҫсе Васька патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарсах пырать.

Мяч летает в воздухе всё ниже и ниже, всё ближе и ближе к Ваське.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӗрлӗ Ҫар ҫывхарсах килет.

Красная Армия подходила всё ближе.

Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кӗтӳ пирӗн паталла ҫывхарсах килет.

А это стадо всё шло к нам ближе.

Эпӗ кӗтӳрен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пирӗн пата ҫывхарсах ҫитрӗҫ.

Они совсем близко подбежали.

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кашкӑр ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарсах килет…

А волк всё ближе и ближе…

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫутӑсем ҫывхарсах килнипе ҫӗр айӗнчи штольнӑн йӗпе стенисем ҫинче мӗлкесем хускалма тытӑнчӗҫ.

От близких огней на мокрых стенах задвигались тени.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сӑрӑ тӗслӗ пысӑк япала ҫывхарсах килет, анчах, кимме сылтӑм енне хӑварса, сулахаялла пӑрӑнать.

Серая громадина надвигается, но берет влево, оставляя лодку по правому борту.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫапах та Шуйттан шӑлӗ текен вырӑнти бакен ерипен ҫывхарсах пырать.

Однако красный бакен над Чертовым зубом постепенно приближается.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑрах куҫӗпе шнур ҫине пӑхать — шнур ҫунать, вут ҫывхарсах ҫитет.

Одним глазом косится на шнур — шнур горит, бежит огонек все ближе.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Анчах кӗмсӗртетнӗ сасӑ ҫывхарсах килет — пӗтӗм вӑрмана темӗнле улӑп хӑйӗн тимӗр аттисемпе ҫӗмӗрсе, ватса пынӑн туйӑнать.

А грохот все ближе — кажется, что весь лес какой-то великан ломает железными сапожищами.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тикӗсӗн наян хумӗсем ӑна хӑйсен ҫӑтмахне сӗтӗре-сӗтӗре илсе кӗчӗҫ, ӑна тӗлӗнмелле ӑнланса илмелле мар тӗлӗксем курӑна пуҫларӗҫ, анчах вӑл ялан, ӑнлӑ чухне те, ӑнран кайсан та, хӑй патне ҫывхарсах пыракан хӑйкӑлтатса сывланӑ сасса илтенҫи пулса, хӑйне хытӑ чӗлхе пырса сӗртӗнесрен ҫыхлансах выртрӗ.

Время от времени волна забытья захлестывала его, и он видел долгие сны; но все время, и во сне и наяву, он ждал, что вот-вот услышит хриплое дыхание и его лизнет шершавый язык.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл пӗр хускалмасӑр месерле выртнӑ хушӑра, чирлӗ кашкӑр хӑйкӑлтатса сывланине, тата вӑл сасӑ хӑй патне ерипен ҫывхарсах пынине те илтсе выртрӗ.

Он лежал на спине неподвижно и слышал, как хриплое дыхание волка приближается к нему.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӗксӗм хӗвел чӑмӑрӗ ерипен ҫӗр ҫумнелле анса пынӑ вӑхӑтра, вӑл, хӑй шухӑшӗн вӑйӗпе, вӗсем Билпе иккӗшӗ ҫывхарсах килекен хӗлтен епле тарнине, тарнӑ май кашни вершук малалла кайнине сӑнласа ӳкерчӗк евӗрех курса пычӗ.

И пока тусклый диск солнца медленно скрывался на северо-западе, он успел рассчитать — и не один раз — каждый шаг того пути, который предстоит проделать им с Биллом, уходя на юг от наступающей зимы.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӳпери хура пӑнчӑсем ҫывхарсах, пысӑклансах пыраҫҫӗ, ҫӗр-ҫӗр марсиан вӗсене хирӗҫ вӗҫет: ҫунатлӑ кимӗпе, йӗнерпе, парусин кайӑкпа, парашютлӑ карҫинккапа.

Чёрные точки в небе приближались, увеличивались, это были сотни марсиан, летевших навстречу в крылатых лодках и сёдлах, на парусиновых птицах, в корзинах с парашютами.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫуталнӑ сий пысӑклансах, ҫывхарсах пырать.

Освещённая поверхность увеличивалась, приближалась.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed