Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ку вӑрҫа эпир темиҫе уйӑх каялла кӗтнӗччӗ, — терӗ вӑл сывлӑш ҫитменнипе темиҫе хутчен тарӑннӑн сывла-сывла илсе.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Артистсем ҫитменнипе Хусанта вӗренекен студентсене чӗнеҫҫӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Упа, пӑши, тӗрлӗ вӗҫен кайӑк тытакансем тӑвар ҫитменнипе антӑхаҫҫӗ.
19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каҫартӑр мана, ҫылӑхлӑскере… — хан сывлӑш ҫитменнипе чыхӑнса кайрӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Магмет-Эминь сывлӑш ҫитменнипе хӑй ҫийӗнчи юркавне сирсе пӑрахрӗ те куҫне хупрӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑлхисенче сывлӑш шӑхӑрать, ыткӑнса-ӑнтӑлса пынӑран ӳчӗ нӑйкӑшать-сурать, мӗн пурри пӗтӗмпех — сывлӑш ҫитменнипе антӑха-антӑха, чӑнкӑ ҫӗртен шыва сикнӗ хыҫҫӑн хӑлхара шав кӗрленӗн янӑравлӑн — хусканусӑрлӑхне ҫухатрӗ те унпа пӗрле ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупма тытӑнчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унта урамра ҫакмашкӑн икӗ листовка пичетлеме тытӑннӑ, ҫак сӑлтавпа, шрифт ҫитменнипе, хуҫан, паллах, ӑна нумай туянма тивнӗ.
Вӗлерӳҫӗ-сӑмах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 335–336 с.
Стомадора пуринчен те йывӑртарах лекрӗ: вӑл кӗске алӑлӑхпа тата сывлӑш ҫитменнипе тертленет, анчах хӑйӗн намӑсне ямасть, хашкать ҫеҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран каялла тайӑлчӗ те сывлӑш ҫитменнипе сывӑ маррӑн антӑхать.Галеран откинулся, болезненно переведя замкнувшееся дыхание.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑй ҫитменнипе ҫилленсе ҫыран хӗрринчи тӑшман артиллерийӗ пирӗн карапсем ҫине пеме пуҫларӗ, анчах эпир ҫавӑнтах вӗсен снарячӗсем ҫитеймен ҫӗрелле пӑрӑнса, нимӗнле сиен курмасӑрах хамӑр порта лӑпкӑн ишсе кӗтӗмӗр; Яшка Цуккерштейн ҫурӑмӗнчен паранкӑ пырса тивнӗ ҫӑмӑл контузне шутламасан, урӑх нимӗнле сиен те курмарӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сумлӑ тирпейлӳҫӗ урама ҫити ӑсатнӑ Давенант пуринчен те — хӗрарӑмран, стенасенчен, алӑкран, хӑйӗнчен хӑй — вӑтанса хыпаланса утса кайрӗ те сывлӑш ҫитменнипе самантлӑха чарӑнчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл калаймасть те, кӑшкӑраймасть те, Кӑкӑрӗпе малалла туртӑннӑ, питне тӑснӑ та — сывлӑш ҫитменнипе антӑхать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Вӑтӑр икӗ ҫын лӑштӑрах ларчӗ, сывлӑш ҫитменнипе антӑхрӗ, сиксе тӑчӗ те ҫырса кӑтартайми ҫухӑрашу-тӗркӗшӳ авӑрне ҫаврӑнчӗ.Тридцать два человека присели, задохнулись, подскочили и произвели неописуемую суматоху.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Нумайӑшӗ вӑрлӑх ҫитменнипе аптӑрать, ним акма ҫуккипе ҫӗре Кӑтра Симуна, Някак Ҫӳппине тата ытти пуянсене туса илес тыррӑн чӗрӗкӗшӗнех ҫулталӑклӑха парать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урине тӑпрапа вараласа пӗтернӗскер — васкаса утнӑран сывлӑш ҫитменнипе пӳлӗнсе Ассоль тинӗс хӗрринчи ҫыр ҫине тухрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Малтанхи вӑхӑтра эпӗ тӑвар ҫитменнипе аптраттӑм, анчах пурӑна киле эпӗ ҫак ҫитменлӗхпе те килӗшсе хӑнӑхрӑм.Сначала я очень болезненно ощущал отсутствие соли, но скоро научился обходиться без нее.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ гамак ӑшӗнчен аран-аран тухкаларӑм та, ещӗке уҫӑ сывлӑш кӗртес тесе, маччари пӗчӗк алӑка тӗксе уҫрӑм: уҫӑ сывлӑш ҫитменнипе эпӗ антӑха пуҫларӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сывлӑш ҫитменнипе антӑхнӑскер пӗр авка тӑна кӗреймен пек, тӗнчери нимӗнле япала та ӑна кӑсӑклантарман пек хытса тӑчӗ, тарне типӗтрӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Ҫапла Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра чи малтанхи хут ҫаврӑнас ӗҫ виҫ ҫула вуникӗ кун ҫеҫ ҫитменнипе вӗҫленнӗ.Первое кругосветное путешествие продолжалось без двенадцати дней три года.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах — те манӑн сӑмах ӑсталӑхӗ ҫитейменнипе, те хам кӑтартса пама тӑрӑшнине хам ҫителӗклех ӗненсе ҫитменнипе — эпӗ калани ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.