Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак самантра кислород ҫитменнипе хунар сӳнсе ларчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл йӑвасенче тата шӑтӑксенче сывлӑш ҫитменнипе пурӑнма питех те йывӑр.
III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл чӳрече сакки ҫине вырӑн ҫитменнипе мар, кунта пухӑннӑ ҫынсене пурне те хӑйӗн резина аттисем епле ялкӑшнипе тӗлӗнтерме ларнӑ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Паллах, суя вӑйсене ӗненни кунта пысӑк вырӑн йышӑннӑ, анчах каннибалла хӑтланасси час-часах урӑх сӑлтавсемпе те, апат ҫитменнипе тата выҫӑхса ҫӳренипе те тухса кайнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Нӳр ҫитменнипе йывӑҫсен сӗткен сахал.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ача хурланнипе йӗрсе ячӗ те, каялла ҫаврӑнса, вӑйӗ ҫитменнипе тарӑхса вӑрҫса чупрӗ.Мальчишка заплакал с досады и побежал обратно, ругаясь от бессильной злобы.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫинукпа Кирюк университет библиотекинче ӑсчахсем ҫак чир пирки ҫырнӑ вун-вун ӗҫе тӗплӗн тишкерчӗҫ, анчах юнри шариксен шучӗ мӗнле сӑлтавпа ӳсме тытӑннине пӗр ӗҫре те татӑклӑн палӑртман: хӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн веҫех сывалса ҫитменнипе тет, тепри ялан пӑлханнипе нерӑвӑсен системи хавшакланнипе, виҫҫӗмӗшӗ япӑх апатран, вӑхӑтра ҫименнипе тет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Унтан эпир хамӑрӑн ӑслӑ ҫынсем, малта пыракан ҫынсем, питлекен ҫынсем хӑйсем те нимӗне те юраманнипе куртӑмӑр; хамӑра чӑрсӑр тӗшмӗшлӗх пӑвнӑ вӑхӑтра, хамӑрӑн пӗтӗм акционерлӑ обществӑсем мӗн-пурӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫитменнипе кӑна ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ чухне, пирӗн мужик хупахра тӑраниччен йӗрре ӗҫесшӗн хӑйне ҫаратма та хавас пирки, правительство пама тӑрӑшакан ирӗклӗх хӑй те усӑллӑ пулма пултарасси паллӑ мар чухне, ӗҫ паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен пынӑ чухне — эпир ӑҫтиҫукпа аппаланни: темӗскерле искусство ҫинчен, ӑстӑнсӑр творчество ҫинчен, парламентаризм ҫинчен, адвокатура ҫинчен, мур пӗлет-и, тен, тата мӗн ҫинчен калаҫнисем усӑсӑр иккенне тавҫӑрса илтӗмӗр.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Григорий питӗ васкарӗ, анчах сывлӑш ҫитменнипе пырӗ тӑвӑнса килчӗ те, сывлама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, ҫири кӗпине туртса ҫурчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗр каҫиччен вӑл, аллисем ҫине тайӑнса, пуҫне темиҫе хутчен кӑпӑш ҫемҫе минтерсем ҫинчен ҫӗклерӗ, сывлӑшӗ ҫитменнипе хӑвӑрт-хӑвӑрт хӑшӑлтатса сывларӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чаҫсем патронсем ҫитменнипе хӑшкӑлни хытах сисӗнет.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вешенскинче вӗсем ҫине патронсемпе снаряд ещӗкӗсем тиерӗҫ те Андроновски хуторӗнчи пункта ҫити ячӗҫ, хӑш-пӗр чухне лавсем ҫитменнипе, унтан та аякка, Хопер тӑрахӗнчи хуторсем таранах хӑваларӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑйӗ ҫитменнипе мекеҫленсе тата ватӑ ҫын пек чӗтревлӗн кулса халтан кайнӑскер, вӑл тепӗр хут койка ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.Он смеялся старчески-дребезжащим смешком и, обессилев от напряжения и смеха, снова падал на койку.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫарсем хӑрушӑ вилӗм пӑвса лартнӑ пек асаплӑн туртӑнса сывлаҫҫӗ, вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе антӑхса хӑшкӑлаҫҫӗ, пин-пин алӑлӑн асамлӑ «мир» сӑмах патне кармашӑнса туртанӑҫҫӗ; ҫарсем республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ Керенский ҫине тӗрлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ, вӑл урса кайса хӑваланипеле июнь уйӑхӗнчи наступление кӗрсе урисене хуҫаҫҫӗ; ҫарсенче тулса ҫитнӗ тарӑху шарлакӗ, ҫӗр айӗнчен хӑватлӑн тапса тухакан ҫӑл куҫӗ евӗр, урӑм-сурӑм тӑвӑллӑн хумханса вӗресе тӑрать…
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий юлашки йӗркесене сывлӑш ҫитменнипе антӑхса кайса вуларӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пилӗк ҫул хушши пурнӑҫ ҫитменнипе тертленнӗ вӑл, ҫывӑхри хуторсенчи казаксене кашни сум укҫапах улталаса, хӗстерсе пурӑннӑ, унтан, сасартӑках темле майпа пуйса кайса, Шибай Серёжкинчен — Сергей Платонович пулса тӑнӑ, станицӑра вак-тӗвек тавар лавкки уҫнӑ, ухмаха ере пуҫланӑ пупӑн пуян тупраллӑ хӗрне качча илнӗ те пусма-тавар магазинӗ уҫнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эпӗ те калатӑп ҫав: государство трасси ҫинче лартмалли тӗпсем ҫитменнипе пирӗн ӗҫсем япӑх пыни аван мар вӑл, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Кондратьев.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лартмалли йывӑҫ тӗмӗсем ҫитменнипе трасса ҫинче халӗ ҫынсем ахаль тӑраҫҫӗ, вӗсем хатӗр материала пилӗк лав турттарса каяҫҫӗ…На трассе зараз люди простаивают из-за недохватки посадочного материала, а они везут пять подвод…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑхри вӗтлӗхре икӗ лашан тӗксӗм ҫурӑмӗсем курӑнса кайрӗҫ, йӗп-йӗпе тарланӑ, сывлӑш ҫитменнипе хытӑ аптранӑ Федор Лукич вӗсем патне аран-аран ҫитрӗ те ӑнсӑртран Евсее тӗл пулчӗ, вӑл тӗмӗ айне сарнӑ бурка ҫинче тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.