Шырав
Шырав ĕçĕ:
Май килнӗ пек чухне калам-ха: хӑй чухӑннине пӗлсе, хӑйне чухӑн текен ҫыннӑн туйӑмӗнче темӗнле уйрӑмлӑх, темӗнле чапа юратас кӑмӑл пур пек туйӑнать мана.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Астӑватӑп, килелле эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр утрӑм, анчах манӑн чӗрене темӗнле ӑнланмалла мар йывӑрлӑх пусса тӑратчӗ, ҫак вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен эпӗ темӗнле палланӑ, вӑйлӑ, анчах Германире сайра пулакан шӑршӑ ҫапнине сисрӗм.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫӗнӗ вырӑн, хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шӑршӑ, урӑхла тумланни — ҫаксем пурте ӑна темӗнле шиклентернӗ пек пулнӑ тата хӑй пурӗпӗрех сӑмса вырӑнне хӳре лартса янӑ шыҫмак пит евӗрлӗ темӗнле хӑрушӑ япалана тӗл пулассине систернӗ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ҫутҫанталӑкра темӗнле вӑрттӑн, тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ пекех туйӑннӑ — курӑк, йывӑҫ ҫинчи кашни ҫулҫӑ пӗр сассӑр ӳснӗ, тӗттӗмре ҫут-ҫанталӑк темӗнле паллӑ мар сасӑ панӑн туйӑннӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Темӗнле калаҫсан та, темӗнле шухӑшласан та Раҫҫейре хресченпе ӗҫчен казак пурнӑҫӗнчен йӳҫҫи урӑх ҫук.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӳ-сийӗ чӗтренсе илчӗ унӑн, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ, нихҫан та, темӗнле савӑнӑҫ пулсан та, темӗнле хуйхӑ-суйхӑ пулсан та, хальхи пек тапманччӗ вӑл: тӗлӗнмелле пек те, ытармалла мар пек те туйӑнчӗ ӑна, хӑй те ӑнланса илеймерӗ вӑл хӑйне мӗн пулнине.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗлетӗр-и, юн вӗресе тӑрать, темӗн пӑшӑрханатӑн, пылак туйӑмра темӗнле асаплану пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа, темӗнле ырӑ пулсан та, йывӑр ҫав, анчах ҫав минутшӑн пӗтӗм пурнӑҫа пама та юрать пулас, — пурнӑҫа паракансем те пур, Вера Павловна; апла пулсан, ырлӑх ӗнтӗ, анчах вӑл мар, пачах та вӑл мар.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унта вулакана паллӑ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, Штольц вӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине Обломова, темӗнле шутпа, йӑлтах пӗлтермерӗ, тен, Обломов та, темӗнле шутпа, вӗсем ҫинчен ыйтса пӗлменрен каламарӗ пулӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чысшӑн, ятшӑн мар, вӗренес ӗҫ маншӑн темӗнле хӑйне уйрӑм тивӗҫ пулса тӑнипе те мар, ахаль, Александр Дмитриевич хамра темӗнле вӑй-хӑват хускатса янипе.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Темӗнле ӑнланмалла мар хаярлӑхпа чӗри тӗпӗнче пуҫтарӑнса тӑнӑ темӗнле вӑрттӑн ыратупа ывӑтрӗ те ывӑтрӗ.С какой-то необъяснимой жестокостью, от всего сердца, наболевшего тайной какой-то болью, бросала.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
15. Темӗнле суран пулсассӑн та, чӗре суранӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, темӗнле усаллӑх пулсассӑн та, хӗрарӑм усаллӑхӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, 16. такам тапӑнсассӑн та, курайман ҫын ҫеҫ ан тапӑнтӑрччӗ, такам тавӑрас пулсассӑн та, тӑшман ҫеҫ ан тавӑртӑрччӗ; 17. ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен хӑрушӑрах наркӑмӑш ҫук, тӑшман ҫиллинчен хаяртарах ҫилӗ ҫук.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна, темӗнле мухтавран та, темӗнле чапран та аслӑ ятна, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтавлаччӑр!Да славословят достославное и превысшее всякого славословия и хвалы имя Твое!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кил картинче те, пахчара та темӗнле чечек те ӳсет.
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html
Темӗнле ывӑнса килсен те парника кӗрсе ӗҫлесен чун канлӗхне туятӑп.
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html
— Тетей темӗнле шиклӗн тавралла пӑхса илчӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Эсӗ мӗн, пичче, ҫырӑвӑнта, пӗвери темӗнле шӑмӑсем ҫинчен ыйтса ҫырнӑччӗ?
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Темӗнле пӗчӗк муклашка пур пек.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑрҫӑра темӗн те курма тивнӗ, ҫавах та тӳснӗ темӗнле йывӑрлӑха та, ҫавӑнпа ҫӗнтертӗмӗр те, — Айдак аллине чӗре тӗлӗнчен ямарӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.