Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутса (тĕпĕ: сут) more information about the word form can be found here.
Хӗрӗ начар йӑхран-ҫемьерен мар, эпир те ҫӑпата сутса ҫеҫ пурӑнмастпӑр, ҫын ӗретлӗ пултӑр, туйне те тӑвар, — терӗ Михаҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Урӑхла пулма та пултарайман: ку юптару аншарли юхтаракан, ӑна сутса пуйма ӗмӗтленекен ҫынсене хытӑ питлет.

Help to translate

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Лешӗ, пысӑк пӗсехеллӗ, шурӑ кӑвак кӑвакарчӑн, сутса янӑ ҫӗртен темиҫе кунтанах калле вӗҫсе таврӑнатчӗ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсир каҫа таврӑнасса кӗтсе, баракра ухмах сутса ларас килмерӗ, тухрӑм та утрӑм.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Рим императорӗ Октавиан Август хӑйӗн ҫука тухнӑ кӳршин пурлӑхне сутса пӗтерме хушни, минтерӗсене вара хӑйне валли илсе юлни легендӑна кӗрсе юлнӑ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Паян сутса пӗтереймерӗм, ҫавӑншӑн тарӑхса кӑштах «лешне» янклаттартӑм та…

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Чӑн малтан сутса улталаҫҫӗ.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна сутса укҫа тума пулать.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак курӑкпа тӑрантарса нумай-нумай ӗне ӗрчетӗп те пасара кайса сутса нумай укҫа тӑвӑп.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫтаппан вара вӗсене сутса укҫа тӑвӗ.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑрманпа эпир хамӑр нумай усӑ куратпӑр, ӑна ютҫӗршывсене нумай яратпӑр, вӑрман сутса тупнӑ ылтӑнпа унта ха-мара кирлӗ машинӑсем илетпӗр.

Много леса мы используем сами, много вывозим за границу и на вырученное золото покупаем там нужные нам машины.

Вӑрман хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тирсене вӗсем хӑйсене ҫаратакан сӑхӑ усламҫӑсене йӳнӗ хакпа сутса тӑнӑ.

Пушнину за бесценок сбывали обиравшим их скупщикам.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мамӑклӑ тискер кайӑк тиресем сутса Совет Союзӗ ылттӑн илет, ҫав ылттӑн фабрикӑсемпе заводсем валли ютҫӗр-шывсенчен хӑш-пӗр машинӑсем туянма кирлӗ.

Пушнина дает Советскому Союзу золото, нужное для покупки за границей некоторых машин для заводов и фабрик.

Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хамӑр пӳрте эпир сутса хӑварманччӗ.

Help to translate

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

— Эсӗ сӗлӗ сутса ӗҫнине эпир тытмасӑрах лайӑх пӗлетпӗр.

Help to translate

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уйрӑлаҫҫӗ. хваттер илеҫҫӗ те, унтан килӗ-ҫурчӗсене сутса пуяҫҫӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хамӑрӑн кил-ҫуртне р-рас! сутса яратпӑр.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кала, хваттер илсенех ҫуртне сутса яратӑп, те.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ӗҫӗ пӗртте ун пек мар-мӗн: хуняма карчӑкӗ, аллӑран тахҫанах иртнӗ пулин те, ҫӳҫне кӑтралатса, тутине пӗветсе ҫӳрекенскер, ниҫта та ӗҫлеменскер, спекулянтсемпе ҫыхланса кайнӑ, тӗрлӗ капӑр плащсем, нейлон кофтӑсем вӑрттӑн сутса ҫӳренӗ, хӑш чухне, киле ӳсӗр таврӑнса, асар та писер скандалсем тунӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Грузовиксем ҫинчи лавккасем умӗнче те, хӗвелҫаврӑнӑш, мӑйӑр, ҫырла сутса ларакан хӗрарӑмсем умӗн те иртрӗ, хӑю, тутӑр, тӗрӗ ҫиппи сутакан лавккасем умӗнче тӗркӗшекен хӗрсем хушшипе те кӗрсе пӑхрӗ — Сухви ниҫта та курӑнмарӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed