Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутса (тĕпĕ: сут) more information about the word form can be found here.
— Вилтӑпри тавра тытӑр тесе, атте вилес умӗн тахҫан малтан тимӗр карта тутарнӑччӗ — ҫав картана та сутса ячӗ Ҫтаппан, — тарӑхса аса илет Анюк.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пурлӑхшӑн ҫеҫ хыпакан ҫынна ҫак наградӑсен тасаран таса ҫути те курӑнмасть пуль ҫав, май килнӗ пулсан, ҫак чаплӑран чаплӑ, хаклӑран хаклӑ наградӑсене те — сутса е улӑштарса — хӑйӗн пурлӑхӗ туса хуратчӗ пуль вӑл, ҫав пурлӑх ҫинчи тусана ҫӗтӗк татӑкӗпе киленсе шӑлатчӗ пуль.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта-кунта кирпӗч йӑтса, хӑма-пӗрене сӗтӗрсе, пӳртне пысӑклатаҫҫӗ, никӗсне ҫӗклеҫҫӗ («икӗ этажлӑ, виҫӗ пуккуйлӑ пулса тӑчӗ пирӗн пӳрт»), вара ӑна виҫӗ хут хаклӑрах хакпа сутса яраҫҫӗ те ҫак хуҫалӑха туянаҫҫӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Банк карточкине блокировка туса пӗлтерни, ҫывӑх ҫын авари туса е наркотик сутса полицие лекнӗ тесе хӑратни, шӑнкӑравласа курьера яма е ҫула май унӑн телефонӗ ҫине укҫа-тенкӗ хума ыйтни тата ытти те.

Help to translate

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Ҫавӑн пекех урам тӑрӑх сутса ҫӳреме пултараҫҫӗ йӳнӗ хакпа, ҫапах та вӗсен ҫавӑн пекех илмелле мар, ҫапах та вӗсен ветсвидетельство ҫук пулсан чӑх, кӑвакал, хур тетпӗр вӗсене илмелле специализированный площадкӑсенче, ветсвидетельство ӑҫта пур.

Help to translate

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Арлашкинпа Аксанов вара шӑл йӗрме пӑхаҫҫӗ: «Ҫӗр парсан эс ӑна икӗ-виҫӗ ҫултан сутса ӗҫсе ямӑн-и?» — теҫҫӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Мухмӑр-сухмӑр аптратсан пӗр юман мар, пӗтӗм вӑрманне сутса ярӑн», — тесе айӑплӑн кулкалать иккен ҫынсем умӗнче хӑй.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑй те вӗсенчен кая юлмарӗ темелле: хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван кил-ҫуртне амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑкранах сутса ячӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак инкек: ӑна кирлӗ «Неделя» хаҫата сутса пӗтернӗ иккен.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Выл пасарӗнчен ҫӑмарта сутса таврӑнаканскер, Шемердяновсене пурне те сушкӑпа хӑналарӗ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑнаккӑшӗ вилчӗ те унӑн пурлӑхне сутса район центрӗнче хӳхӗм кил-ҫурт туянчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑнах вӗсем пулни пирки Испуханов иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен Санаровсем мӑнаккӑшӗн кил-ҫуртне сутса «жигули» туяннине вӑл шанчӑклӑ ҫынранах илтнӗччӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Панулмие те шалккӑ-ха, ӑна сутса укҫа тума пулать.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тӑмпа пӗтмесен панулми сутса укҫа тумалӑх та пулать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Агронома вӗреннӗ ҫыннӑн магазинта ҫӑкӑр сутса тӑмалла-и?

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ӗнене, ӑна, килӗшмесен, пасара илсе тух та сутса яр.

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Пуҫланчӗ те вӗҫленме кӑна ытла чаплах вӗҫленеймерӗ: упӑшки министр заместителӗ пулмарӗ, вӑл пасарта мандарин сутса пурӑнаканскер ҫеҫ иккен.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Хӗре ашшӗ сутса ярать иккен.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Эсӗ сутса янӑ чух ӑҫтаччӗ хӑй пурнӑҫне сан аллуна шанса панӑ этем — ҫавӑнта тӑр!» — тет ашшӗ.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пухать вӑл, пухать укҫа ҫӑмарта сутса, кӑҫал пухать, килес ҫул пухать, пӗр сумран ҫӗр сум тӑвать — ҫӗнӗ пиншак туянатех!

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed