Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватти (тĕпĕ: ватӑ) more information about the word form can be found here.
— Манран ватти Орпаш тӑрӑхӗнче Автанкассинчи Тимахван кӑна йолчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав ҫулхине Шемердяновсен ӗне-выльӑх тени икӗ пуҫчӗ: пӗри — ватти, вуннӑ пӑрулани, тепри — ҫамрӑкки, хӗл каҫни.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ пӗр хушӑ ҫӑмӑллӑнах утрӗҫ: ҫамрӑкки малта, ватти хыҫалта.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Пиртен айӑп ҫук, ырӑ ҫынсем, — пӑшӑлтатрӗ леш ватти, хӑшместӗр.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫтарӑнаҫҫӗ пур енчен Сухатӳне ҫулленех: Ҫимӗк эрни варринчи Юнкун ватти вӗттипех.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Сыв пул, хӗрӗм, маттур! — тет ватти вырӑсла.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫамрӑкпа ватти Культура керменӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ ҫеҫ, вӗсене хирӗҫ халӑх кӗпӗрленсе тухма пуҫларӗ.

Help to translate

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, мӗнле-ха, ачам, токарь ӗҫӗ килӗшет-и сана? — ҫаплах калаҫрӗ-ха ватти, ачана куҫран тинкерсе.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Илсе кил-ха тӑварлантармалли, ывӑл таврӑннӑ ятпа пӗрер черкке ӗҫер, — терӗ ватти, арӑмӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ватти маларах ыйхӑран тӑни кӗҫӗн ҫыншӑн аван мар.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирле пичче ятне кала, унран ватти никам ҫук, — сӗнчӗ Микула.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫамрӑк чухне хам та ыттисенчен маларах вӑранма тӑрӑшман-и вара? Тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк хӗр пуринчен малтан вӑранса ӗҫе тытӑннӑшӑн ватӑ ҫынна мӗншӗн намӑс пултӑр? Пурнӑҫра ҫапла пулмалла те ӗнтӗ. Ватти — ватӑлать, унӑн кая юлмалли вӑхӑт. Ҫамрӑкӑн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла ҫамрӑк хӗршӗн мухтавлӑ», — яланхи ӑшпиллӗ кӑмӑлне тупрӗ Татьяна.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачи-пӑчи, асли, ватти – пурте ытларах уҫӑ сывлӑшра халӗ.

Help to translate

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Ватти те, вӗтти те.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта ватти те, вӗтти те йывӑҫ-курӑка хисеплет, вӗсене ачашласа ҫитӗнтерет.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ак ку, чи ватти, — Зензент хаджи, ман аталык, атте вырӑнчи ҫын шутланать.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ыйтса пӗлмеллеччӗ, ма килнӗ ҫак пӑлхавҫӑсем патне Ахматек, ҫавнашкал ҫамрӑк мӑрса? — хӑй тӗллӗн кулянса ларчӗ тӗкӗрҫӗсенчен чи ватти, Ухантей.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ ҫулла ватти, питӗ тӗрекли пычӗ те пылне тутанса пӑхма ӗлкӗреймерӗ, Ламппас асӑрхарӗ, Палюк мучи вара хӑвӑртрах пӑшал илсе тухса кӗрслеттерчӗ, упа ҫавӑнтах тӑрӑнса анчӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ку чарлан хыҫҫӑн тата виҫҫӗн, кунтан пӗчӗкрехскерсем, вӗҫсе ҫӳретчӗҫ, кусем ун чӗпписем пулмалла, ватти — амӑшӗ.

Help to translate

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed