Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аха, халь ӗнтӗ — айӑплӑ, полковник господин, Сирӗн ӗҫӗрте полковник господин нимӗн енӗпе те айӑплӑ мар.Ага, теперь — виноват, господин полковник, Господин полковник в вашем деле ничем не виноват.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Апла мар, — терӗҫ пур енчен те, — Стефчов айӑплӑ мар унта, пӗтӗмпе Мунчо айӑплӑ.— Нет, во всем виноват не Стефчов, а Мунчо, — посыпались возражения.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ сире хытӑ кӳрентертӗм, айӑплӑ: эпӗ, ҫав тери айӑплӑ, анчах эсир хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп… — тата ытти те, тата ытти те.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем, хӑйсене тӳрре кӑларса, ӑна хирӗҫлетчӗҫ, анчах та вӑл ҫине тӑрсах хӑйӗннех перетчӗ: вӗсем умӗнче никам та айӑплӑ мар, кашни хӑй умӗнче хӑй айӑплӑ, тетчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах сирӗн чӗре айӑплӑ мар, — хушса хучӗ Штольц, — пӗр енчен илсен, ӗмӗт, хӑвӑра юратни, тепӗр енчен — ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни айӑплӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен те ытларах эпӗ айӑплӑ, унтан Ольга, кайран тин эсӗ, ҫапах та кӑшт ҫеҫ айӑплӑ эсӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ сан умӑнта айӑплӑ, тахҫанах айӑплӑ, тесе каласшӑнччӗ…
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахальтен мар пулас ҫав тава тивӗҫлӗ ученӑй хӑйӗн кӗнекисенче: Татаринов капитанӑн вилӗмӗнче темӗнле «промышленниксем» айӑплӑ тесе пӗрмай тӳрре тухма хӑтланать, темле фон-Вышимирский айӑплӑ имӗш.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е кам та пулин айӑплах пулсан, пурпӗрех кам та пулсан урӑххи айӑплӑ — эпӗ мар.И что если кто-нибудь виноват, так уж во всяком случае, не я, а кто-то другой.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсир ҫав ҫырусем тӑрӑх экспедици пӗтнӗшӗн Фон-Вышимирский айӑплӑ тесе кӑтартма шутлатӑр иккен, вилнӗ тӗлӗшпе вара (эпӗ ку сӑмахсене ҫӑтса ятӑм)… ыттисемшӗн те эпӗ айӑплӑ пулать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Айӑплӑ ҫын хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен хӑех каласа кӑтартни унӑн ӗҫӗсене тӗппех палӑртса пама питӗ кирлӗ, тесе шутланӑ, —вӑл вырӑнсӑр шухӑш ҫеҫ мар, вӑл тата чӑн-чӑн суд ӗҫне хирӗҫле япала пулса тӑрать: мӗншӗн тесен, айӑпланаканӗ айӑпа йышӑнманни — вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан доказательство пулмасть пулсан, айӑпа хӑй ҫине илни пушшех те вӑл айӑплине кӑтартса памалли доказательство мар.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Пӗлетӗр-и, княжна, — терӗм вара, кӑштах кӳренсе, — хӑйне хӑй ӳпкелекен айӑплӑ ҫынна нихҫан та тӗртсе ямалла мар: тарӑхнипе вӑл тата икӗ хут ытла айӑплӑрах пулса кайма пултарать…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗлетки пӗчӗккишӗн, пуҫ тавра шутласан, вӑл хӑй пӗртте айӑплӑ мар.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Эпӗ мӗнпе айӑплӑ пултӑм, анне?
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӗт вӑл та кӑштах айӑплӑ кунта, этемле мар хӑтланчӗ вӑл унпа.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пурте пире ҫын вӗлерекенсем тесе витлӗҫ ӗнтӗ, ҫавнашкалах калӗҫ ача-пӑчасем, саншӑн, аслӑ пиччемӗршӗн эпир айӑплӑ пек, санӑн вӗрентмелле пирс ырӑлӑха, чиперлӗхе.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Эпӗ хам айӑплӑ, итлемерӗм сана, юратнӑ Узин.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Эпӗ вӗлертӗм ӑна, пӗр эпӗ айӑплӑ ҫавӑншӑн!
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑт эпӗ вӗсене калатӑп та, хӑть хисеплеме пӗлӗр ҫав чипер хӗрарӑмсене, упӑшкисемсӗр тӑрса юлнӑскерсене, уншӑн вӗсем айӑплӑ мар вӗт, тетӗп.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.