Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19. эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20. эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21. Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эфесра пурӑнакан иудейсемпе эллинсем пурте ҫакна пӗлнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫа ятне мухтама пуҫланӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ ҫул хушши ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ Асийӑра пурӑнакан ҫынсем пурте — иудейсем те, эллинсем те — Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтнӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна илтсессӗн вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне кӗнӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, 28. Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Яланхи пекех, Павел вӗсем патне пынӑ; вӗсемпе виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ, 3. Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ, «ҫав Христос ӗнтӗ Иисус пулать, эпӗ сире халӗ Ун ҫинчен каласа паратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ.31. Они же сказали: веруй в Господа Иисуса Христа, и спасешься ты и весь дом твой.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел ҫилленсе ҫитрӗ те ҫаврӑнса пӑхса усал сывлӑша каларӗ: Иисус Христос ячӗпе сана ун ӑшӗнчен тухма хушатӑп, терӗ.Павел, вознегодовав, обратился и сказал духу: именем Иисуса Христа повелеваю тебе выйти из нее.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тивлечӗпе ҫӑлӑнатпӑр тесе ӗненсе тӑратпӑр, вӗсем те ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӗҫ, тенӗ.11. Но мы веруем, что благодатию Господа Иисуса Христа спасемся, как и они.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса, 10. хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Кипр ҫыннисем, Киринея ҫыннисем пулнӑ; вӗсем Антиохие ҫитнӗ те Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен эллинсене Ырӑ Хыпар каласа кӑтартнӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те пачӗ пулсассӑн, Турра хирӗҫ пыма камах вара эпӗ? тенӗ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, 41. анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Петр каланӑ ӑна: Эней! сана Иисус Христос сыватать; вырӑну ҫинчен тӑр, тенӗ.34. Петр сказал ему: Эней! исцеляет тебя Иисус Христос; встань с постели твоей.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Савл вара вӗсемпе пӗрле кӗрсе-тухса ҫӳресе Иерусалимра пурӑннӑ, Иисус ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑн вӗрентнӗ.28. И пребывал он с ними, входя и исходя, в Иерусалиме, и смело проповедывал во имя Господа Иисуса.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара ӑна апостолсем патне Варнава ертсе кайнӑ, вӑл вӗсене Савл епле ҫул ҫинче Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗн каланине, вӑл Дамаскра епле хӑюллӑн Иисус ҫинчен вӗрентнине каласа кӑтартнӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.