Шырав
Шырав ĕçĕ:
63. Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64. вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем, 37. ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ; 38. ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей ҫавӑн чухне Осияна, Нав ывӑлне, Иисус ятлӑ хунӑ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакна хирӗҫ Иисус — Нав ывӑлӗ, Моисей патӗнче ӗҫлесе тӑраканскер, Моисей суйласа илнӗ ҫынсенчен пӗри — каланӑ: эй Моисей хуҫамӑм! чар вӗсене, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисейпе куҫа-куҫӑн, туспала тус калаҫнӑ пек, калаҫнӑ; унтан Моисей тапӑра таврӑннӑ; ӑна итлесе, ӑна ӗҫлесе тӑракан Иисус вара — Нав ывӑлӗ, яш ача — кӗлӗ чатӑрӗнчен хӑпман.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус шавлакан халӑх сассине илтнӗ те Моисее каланӑ: тапӑрта вӑрҫӑ шавӗ илтӗнет, тенӗ.17. И услышал Иисус голос народа шумящего и сказал Моисею: военный крик в стане.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иисус вара Амаликпа унӑн халӑхне ҫивӗч хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Турӑ, Афродита, Сенека, Давид, Ермак, Чингиз-хан, Тимерлан, Александр Пушкин, Василий Чапаев...
Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№