Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Пире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне кӗме чӗнсе илнӗ пур тӗрлӗ тивлет те паракан Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ!
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр; шыва-тӗне кӗни вӑл — вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани; ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса, 5. хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр; 9. ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ылтӑна вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленӗ евӗр, эсир чӑн-чӑн ӗненни, — ку ӗнтӗ тем тӗрлӗ паха та, анчах пӗтес ылтӑнран хаклӑрах, — йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен курӑнать, Иисус Христос килес кун ҫакӑ вара мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ пултӑрччӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ!
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! сирӗн — хамӑрӑн мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсен — ҫынсене камне кура уйӑрасси ан пултӑр.1. Братия мои! имейте веру в Иисуса Христа нашего Господа славы, не взирая на лица.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков саланса пурӑнакан вуникӗ йӑха савӑнӑҫ сунать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, 31. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 16. Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм, 17. сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп: 18. вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑплаканӗсем ӑна сырса илчӗҫ, анчах эпӗ кӗтнӗ айӑпсенчен пӗр айӑпне те кӑтартса параймарӗҫ; 19. вӗсем Павелпа хӑйсенӗн Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ; Павел Ун ҫинчен: «Вӑл чӗрӗ» тесе тӑчӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.Встань, крестись и омой грехи твои, призвав имя Господа Иисуса,
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.