Шырав
Шырав ĕçĕ:
42. Ура пӳрнисен пӗр пайӗ тимӗр, тепӗр пайӗ тӑм пулнӑ пекех, ҫав патшалӑх та тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Тӑваттӑмӗш патшалӑхӗ вара тимӗр пек ҫирӗп пулӗ: тимӗр пурне те ватса ҫӗмӗрнӗ пек, тӗпретнӗ пек, вӑл та, тӗппипе аркатакан тимӗр евӗр, аркатӗ те тӗпретӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ сана хирӗҫ тӑрас кунсенче чӗрӳ тӳсейӗ-ши, аллу ҫирӗп пулайӗ-ши?
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Сире хӑвӑр саланнӑ халӑхсемпе ҫӗршывсем хушшинчен илсе тухӑп, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗр ҫӗре пуҫтарӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа тытса тӑрӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун турачӗсен вуллинчен вут тухнӑ та унӑн ҫимӗҫне ҫунтарса янӑ, ӗнтӗ унӑн патша туйине юрӑхлӑ пӗр ҫирӗп турат та юлман.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турачӗсем унӑн ҫирӗп, патша туйи тума юрӑхлӑ пулнӑ, вулли унӑн ҫӑра туратсем хушшипе ҫӳлерен те ҫӳле ҫӗкленнӗ; вӑл ӗнтӗ йышлӑ турачӗпе, хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе палӑрса ларнӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ, 14. ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир Ҫӳлхуҫа кунӗнчи ҫапӑҫура ҫирӗп тӑрасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене юсамастӑр, Израиль килне хӳмепе хӳтӗлеместӗр, тесе калать те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пӑшӑрханса пытӑм, чӗрем пӑлханса ӳкрӗ; ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ.И шел я в огорчении, с встревоженным духом; и рука Господня была крепко на мне.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна манӑн чунӑм асра ҫирӗп тытать, хуйхӑпа касӑлать.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫак халӑха хирӗҫ сана ҫирӗп пӑхӑр хӳме пек тӑратӑп; вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ: сана ҫӑлма та хӑтарма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй эсир, Ҫӳлхуҫа ҫинчен аса илтерсех тӑракансем! шарламасӑр ан тӑрӑр, 7. Вӑл Иерусалима ҫӗр ҫинче мухтава кӑлариччен, ӑна ҫӗнетиччен Унӑн умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр, 8. Хӑйӗн сылтӑм аллийӗпе, Хӑйӗн ҫирӗп вӑй-хӑвачӗпе Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ: ӗнтӗ санӑн тырруна текех тӑшманусене ҫитермӗп, ют халӑхсен ывӑлӗсем эсӗ ӗҫлесе тунӑ эрехе ӗҫеймӗҫ.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене 5. Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.