Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн жуликла ӗҫре ырӑ кӑмӑллӑ та пӑртак шанма пултармалла тӗрӗс чунлӑ юлташ тупма темрен те хӗн.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
— «Чи малтан ҫакӑ кирлӗ, — тесе вуларӗ вӑл, — пирӗн ҫынсен, совет ҫыннисен, пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтӗмӗшпех ӑнланса илмелле, йӑваш чунлӑ пулма, тимсӗрлӗхлӗ пулма пӑрахас пулать, мирлӗ строительство вӑхӑтӗнчи шухӑш-кӑмӑлсене пӑрахас пулать…»
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Аудиторин тӗрлӗ кӗтесӗсенче ларакан ҫирӗм ытла студентран, пӗрисем — хурланчӗҫ, вӗсем Фан Сюань-чо сӑмахӗсене тӗрӗс тесе шутларӗҫ пулмалла; теприсем ҫилленчӗҫ, вӗсем: вӑл таса чунлӑ ҫамрӑксене намӑслантарать, тесе шутларӗҫ пулас; темиҫе ҫын мӑнаҫлӑн кулчӗҫ, — вӗсен шучӗпе, вӑл ҫак сӑмахсене пурне те хӑйне тӳрре кӑларасшӑн пулса каларӗ имӗш: Фан Сюань-чо пӗр вӑхӑтрах учительре те, чиновникре те ӗҫлет-ҫке-ха.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Вӑл Ци господин питӗ хаяр ҫын иккенне, йӑнӑшпа ҫеҫ ӑна тӳрӗ чунлӑ пек курӑннине тин кӑна туйса илчӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
— Ҫапла, питех те! — ҫирӗплетрӗ Оленин, лӑпкӑ чунлӑ пек курӑнма тӑрӑшса.— Да, очень! — поддакнул Оленин, стараясь казаться равнодушным.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ҫырах, ҫырах, аттеҫӗм, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса, унпала хут хушшинче темле чунлӑ сывлӑш ларать тесе пуль тата ҫав сывлӑша хӑратса ярасран шикленсе, пӗр сасӑсӑр, майӗпен ҫеҫ урайне ларчӗ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Каяс умӗн тусӗсемпе тӑванӗсем ҫеҫ мар, сивӗ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ те мар, халиччен кӑмӑла кайман, хӑйне ырӑ сунман ҫынсем те — пурте ӑна сасартӑк хытӑрах юратма, вӑл ӳкӗннӗ е вилӗм умӗнче чухнехи пек пухӑнса пур ҫылӑхӗсене те каҫарттарма пӗр канаш тунӑ пек туйӑнчӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫавӑнпа вилӗмрен пурте хӑраҫҫӗ; хавшак чунлӑ тӑмсайсем, малашлӑхра ҫап-ҫутӑ та йӑлтӑр-ялтӑр садсемпе кастратсен тутлӑ-пылак юррисем пулассине ӗненсе, хӑйсене хӑйсем улталаса йӑпанкалаҫҫӗ-ха, вӑйлисем вара кирлин чикки урлӑ тытаҫҫӗ те ним чӗнмесӗр ярса пусаҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӗҫ-пуҫ ҫапӑҫу патне пырса ҫитсен, шӑп та шай ҫак таса чунлӑ, тӗттӗм выльӑхах сире хӑй кӑкӑрӗпе хӳтӗлет вӗт, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен сире хӑй хулпуҫҫийӗсем ҫинче йӑтса тухать, шартлама сивӗре сире хӑйӗн шӑтса пӗтнӗ шинель ластанкипе витет, эсир пур — пӗлме пултараймастӑп.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сирӗншӗн эпӗ нимӗн шеллемен, таса, тӳрӗ чунлӑ хӗрарӑм мӗн пама пултарнине пӗтӗмпех сире панӑ…Я пожертвовала для вас всем, отдала вам все, что может отдать честная женщина…
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эсир вара, хӑвӑр ӑслӑ-тӑнлӑ та хӳхӗм чунлӑ пулнине пӑхмасӑр, урӑхла пулма пултараймастӑр.А другим вы быть не можете, несмотря на ваш ум и прекрасную душу.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ час-часах ҫепӗҫ, тап-таса, чечен хӗрарӑмсем ҫинчен, вӗсен ҫутӑ куҫҫулӗпе ытарса тӑранмалла мар куллисем ҫинчен шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп ҫамрӑк, чыслӑх тӗлӗшпе ним айӑпсӑр ача амӑшӗсем ҫинчен, юратушӑн вилӗме кӗрекен еркӗн-савнисем, пӗтӗмпех пӗлсе тӑракан, нимӗнрен хӑраман, юр пек шурӑ чунлӑ, пӗр ҫылӑхсӑр та мӑнаҫ кӑмӑллӑ хӗрсем ҫинчен.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Болгари чысӗ пуринчен те хаклӑрах, — чӗтрекен сасӑпа каласа хучӗ Огнянов, — эпӗ сире тепӗр хут ҫакна калатӑп: кайӑк чунлӑ ҫынсем ан пулӑр, хӑвӑра инкек курмалла ан тӑвӑр.
XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ах, тупата, епле ырӑ чунлӑ ҫак Колчо!
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахсене пӗлекеннисем пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, — пӗр чунлӑ пулнӑ пек, пӗр кӑкӑртан кӑларнӑ пек юрлани таҫта ҫӳллӗ пӗлӗте ҫӗкленсе, кӗлӗ пек илтӗнсе тӑчӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хальхи ҫынсем ҫакӑн пек чунлӑ мар ҫынсене хӑйсен пӗлӗшӗсен йышне илменнине, вӗсемсӗрех пӗлӗшсем сахал пулнипе аптраманнине тата хӑйсен пӗлӗшӗсене вӗсем нимпе те уйрӑлса тӑман ҫынсем, ахаль ҫынсемех тесе шутланине вара кӗнекене ҫыраканни малтанах курса тӑма пултарайман, вулакансем камсем пулассине те чухлайман.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче яланах тӳрӗ чунлӑ, пӗрне-пӗри вӗсем вунӑ ҫултан туй кунӗнчинчен те хытӑрах, илемлӗрех юратаҫҫӗ, ҫак вунӑ ҫул хушшинче вӗсем пӗрне-пӗри кӑмӑл туртман, юратман чухне пӗрре те чуптуман, чӗререн тухман пӗр сӑмах каламан.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнле хытса ларнӑ нервлӑ, хытӑ чунлӑ хӗрарӑм пулмалла вӑл!
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳрех калатӑп, эпӗ тӳрӗ чунлӑ хӗрарӑм, ҫавӑнпа эпӗ сире, ман хӑш-пӗр шухӑшсемпе килӗшсех каяс ҫук пулин те, хам мӗншӗн ун пек шухӑшлани ҫинчен питӗ уҫҫӑн каласа парӑп, — тепӗр тесен, эсир ҫӑвар уҫма тӑрсанах, эпӗ чарӑнма пултаратӑп.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепри пур, пӗр-пӗр ҫӗлен чунлӑ инженер, ӑшӗнче хӑй контра, шухӑш-кӑмӑлне пӑхсан, тахҫанах стена ҫумне тӑратса персе пӑрахмалла, ҫапах та ӑна ун пек тӑратмаҫҫӗ, ӗҫ параҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959