Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Вара Франко Вена хулине кайма шут тытать.

Тогда Франко решил поехать в Вену.

Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.

Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем пуҫланнӑ тӗлелле вӑл экзамен пама шут тытать.

К началу девяностых годов он решил сдать экзамен.

Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.

Таня акӑ кӗҫ-вӗҫ чупса ҫитет те Лёшӑна аллинчен ярса тытать:

Таня побежит, схватит Лёшу за руку:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Пӗр Сяо Сян ҫеҫ хӑйне лӑпкӑ тытать.

Лишь один Сяо Сян оставался спокойным.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӗркунне вӑл пулӑ та тытать.

А осенью он еще рыбу ловит.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещик приказне ан пурнӑҫла-ха, пӑтӑ антарса лартнӑ тирӗке ҫӗре тытать те перет — мӗн тӑвӑн…

Попробуй не подчинись приказу помещика, грохнет оземь твою чашку с кашей — и все тут…

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чжан Фу-ин старик чӑн та ун пек-кун пексем нумай каласа кӑтартасран хӑранипе хӑнана хулӗнчен тытать те — юнашар пӳлӗме.

Тут Чжан Фу-ин, видя, что такое дело получается и старик действительно может многое рассказать, подхватил гостя — и в соседнюю комнату.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ли Гуй-юн кампа ҫыхӑну тытать?

— А с кем же водится Ли Гуй-юн?

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сана, тепӗр арҫын пулсан, калаҫтарса-лӑпӑртаттарса та тӑмасть, тытать те лат! тапса вӑркӑнтарать кутран.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, Иван Гаврилович хӗрӗ, ку яхӑна Мукуҫ мучи патӗнче тӗпленнӗскер, ҫын патӗнче пурӑнма «тертленсе» ҫитсе тӑван ашшӗ килне хуралтӑн-мӗнӗн пайлама шухӑш тытать те (сакунпа хӑйне мӗн тивӗҫнине) йӳҫсе тулнӑ кӑмӑлӗ пирки вара халӑх судне кайса евитлет.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепри-тепри ӑна педсовет ларӑвне кӑларса та аппаланса тӑмасть (ара, мӗн тӗрӗссипе мӗн тӗрӗс марри йӑлт ҫиелте вӗт-ха кунта), тытать те пӗртте анла марри пирки кирлӗ ҫӗрелле явапне ҫеҫ ӑсатать.

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пат! пуҫне пырса ҫапрӗ ҫавӑн чухне Динӑнне: ара, хӗрхеннипе, йӑпатас тенипе ҫеҫ хӑйне хальхилле сӑпай та ӑнланса тытать вӗт-ха Андрей Васильевич унпа, пӗртте ӑна килӗштерни-юратнипе мар.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Хӗрӗм, кай, ан ӑссӑрлан-ха, асаннӳ «тытать»-и?

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ун ҫинче пӗр ҫын махорка туртса тӑрать, вӑл вӑлтапа пулӑ тытать.

На них стоял человек и, покуривая трубку, удил рыбу.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ян Братишкӑна урамра тӗл пулнӑ Сунь куҫӗсене чеен хӗскелесе: — Ян председатель ӑҫта ҫул тытать? — тесе ыйтрӗ.

Сунь, встречая Братишку Яна на улице, лукаво щурил глаза и с улыбочкой осведомлялся: — Куда изволите путь держать, председатель Ян?

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑхсанах паллӑ — мӗнле шухӑш тытать, ҫавна тӑвать-тӑватех.

Сразу видно, что чего он захочет, того и добьется.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тытать те сикет шыва…

Возьмет да и бросится в воду…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйне вӑл яланах виҫеллӗ тытать, тӑван ҫӗршыв умӗнчи ответлӑ ӗҫне лайӑх ӑнланать.

беспощадная требовательность к самому себе и ясное понимание своей ответственности перед родиной.

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Мухин ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл, Евстигнеев, хӑйне хӑй халӗ те, Мухин унпа паллашнӑ чухнехи Кирюша пекех, просто, уҫӑ тытать.

Что он так же прост, как был всегда, такой же Кирюша, каким он, Мухин, помнит его в первые дни знакомства.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӑхӑр-ха эсир, епле сыхланса тытать вӑл ӑна.

Смотрите, как осторожно держит.

4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed