Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25. пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр.17. Но вы, возлюбленные, помните предсказанное Апостолами Господа нашего Иисуса Христа.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку ӳкӗте сире ун тӑрӑх пурӑнмашкӑн малтанах каласа панӑ; 7. тӗнчере илӗртсе улталакансем нумайланчӗҫ, вӗсем ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ: ун пек ҫын вӑл — илӗртсе улталакан, антихрист.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӑнлӑхпа, юратупа тӑмашкӑн сире Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан, Атте Турӑ Ывӑлӗнчен, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир — Чӑннипе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрле.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ Сывлӑшне ҫакӑнтан пӗлӗр: ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненекен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн ӳкӗчӗ ҫакӑ: Хӑй хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур; 2. Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир Унпа пӗрлешнӗ тетпӗр пулсассӑн, хамӑр вара сӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсассӑн, апла эпир суеҫтеретпӗр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр; 7. Вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсассӑн, вара пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пулатпӑр, Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире вара кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: 2. чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, 3. сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир сире чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ халапсем мар, хамӑр курнине каланӑ — Унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр курнӑ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӗ, ҫак ӳт ҫуртӑмра пурӑннӑ чухне, манӑн сире астутарсах тӑмалла тесе шутлатӑп; 14. пӗлетӗп ӗнтӗ: манӑн часах ӳт ҫуртӑма пӑрахса каймалла, ҫакӑн ҫинчен мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пӗлтерчӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.