Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Чӑн ӑслӑ пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр.26. Единому Премудрому Богу, через Иисуса Христа, слава во веки.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулнӑран эпӗ пӗлетӗп, иккӗленместӗп те: хӑй тӗллӗн хӑй таса мар япала нимӗн те ҫук; мӗне те пулин таса мар тесе шутлаканшӑн ҫеҫ таса мар япала пур.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр; 14. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, 39. ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Христос вилнӗ те, чӗрӗлсе те тӑнӑ: Вӑл — Туррӑн сылтӑм енче, Вӑл пирӗншӗн хута кӗрсе тӑрать.Христос Иисус умер, но и воскрес: Он и одесную Бога, Он и ходатайствует за нас.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ, халӗ ӳтшӗн пурӑнассине пӑрахса Иисус Христоспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнакансенӗн нимӗн айӑпӗ те ҫук.1. Итак нет ныне никакого осуждения тем, которые во Христе Иисусе живут не по плоти, но по духу,
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.23. Ибо возмездие за грех - смерть, а дар Божий - жизнь вечная во Христе Иисусе, Господе нашем.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.11. Так и вы почитайте себя мертвыми для греха, живыми же для Бога во Христе Иисусе, Господе нашем.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эпир, Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗнисем, пурсӑмӑр та Унӑн вилӗмне асӑнса тӗне кӗнӗ.3. Неужели не знаете, что все мы, крестившиеся во Христа Иисуса, в смерть Его крестились?
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ: 21. ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ пулсассӑн, Турӑ тивлечӗ — пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, нумайӑшне панӑ ырӑлӑх — калама ҫук пысӑк.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫитменнине тата эпир, халӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшсе, Унпа мухтанатпӑр та.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ; 2. ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парасси, эпӗ Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас кун пулӗ.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир ӗненнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та чи малтан сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сире — Римра пурӑнакансене, Турӑ юратакан ҫынсене, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсене пурне те — Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ, Иисус Христос чури Павел, — Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма суйласа чӗнсе илнӗ апостол.1. Павел, раб Иисуса Христа, призванный Апостол, избранный к благовестию Божию,
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.