Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ.10. И давал Хирам Соломону дерева кедровые и дерева кипарисовые, вполне по его желанию.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша ӗҫе мӗнле татса парса сут туни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша Верзеллие каланӑ: пыр манпа пӗрле, Иерусалимра эпӗ сана апат-ҫимӗҫ парса тӑрӑп, тенӗ.33. И сказал царь Верзеллию: иди со мною, и я буду продовольствовать тебя в Иерусалиме.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша Маханаимра тӑнӑ чухне вӑл ӑна апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ, вӑл пуян ҫын пулнӑ.Он продовольствовал царя в пребывание его в Маханаиме, потому что был человек богатый.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ир ҫинче Давид вара Иоав патне ҫыру ҫырнӑ та ӑна Урия урлӑ парса янӑ.14. Поутру Давид написал письмо к Иоаву и послал его с Уриею.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид хӑйӗн ҫӗклемне лавсен хуралҫине парса хӑварнӑ та ҫар ӗречӗсем патнелле чупса кайнӑ, унта ҫитсессӗн хӑйӗн пиччӗшӗсене саламланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иессей ӗнтӗ ашакӗ ҫине ҫӑкӑрпа пӗр такмак эрех хурса тата пӗр качака путекки парса Давида, хӑйӗн ывӑлне, Саул патне янӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Самуил пӗр чул илнӗ те ӑна Массифӑпа Сен хушшине вырӑнаҫтарса лартнӑ, ҫавна вӑл, Авен-Езер# тесе ят парса, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире ҫак вырӑна ҫитиччен пулӑшрӗ, тенӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?И не дал ли Я дому отца твоего от всех огнем сожигаемых жертв сынов Израилевых?
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Руфь вара хунямӑшне ҫав ҫын мӗн тунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: 17. вӑл мана ҫак ултӑ виҫе урпана парса ячӗ, хуняму патне пушӑ алӑпа ан таврӑн терӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Руфь ӗнтӗ ҫапла тунӑ, Вооз, [ӑна] ултӑ виҫе урпа ярса парса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ; хӑй хуланалла утнӑ.Она держала, и он отмерил [ей] шесть мер ячменя, и положил на нее, и пошел в город.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Миха ӑна каланӑ: юл ман патӑмра, ман патӑмра атте пул, священник пул; эпӗ сана ҫулталӑкне вунӑ сикль кӗмӗл, кирлӗ тумтир тата ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑп, тенӗ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн, 31. эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Килӗсене кӑларса ярас умӗн Иисус вӗсене пиллӗх парса 8. ҫапла каланӑ: эсир килӗрсене шутсӑр нумай пурлӑх илсе таврӑнатӑр, сирӗн темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх, кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, темӗн чухлӗ тумтир; тӑшманӑрсенчен туртса илнӗ тупӑша тӑванӑрсемпе пайлӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.