Шырав
Шырав ĕçĕ:
Техника хакӗн 40 процентне патшалӑх субсиди парса пулӑшни кӑмӑла ҫӗклет.
Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla
Сывлӑх пулсан, парӑма ҫывӑх ҫулсенче парса татӑпӑр.
Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla
Унтан кашни отличника Тав хучӗ парса чысланӑ, ҫуллахи канӑва усӑллӑ ирттерме ӑнӑҫу суннӑ.
Вӗренӳ отличникӗсене чысланӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%b2e%d ... b0%d0%bda/
— Килтӗм те ҫав, чӗкеҫӗмсем, анчах пасарта туяннӑ япаласене киле йӑтса ҫитереймерӗм-ҫке, — тенӗ Антун мучи тӑххӑрти Павӑлпа вуннӑри Ивана пӗремӗк парса.
Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.
Хӑшӗ мӗн парса мӗн илет пуль ун пек чухне — ӑна никам та пӗлсе ҫитереймест.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ачасене ҫуратнӑ хыҫҫӑн тин ӑс-тӑн парса ҫитерме ҫук: вӗсем амӑшӗн хырӑмнех пӑсӑк вӑрлӑх пулса пырса кӗнӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Хӑй килӗн алӑкне уҫса урамра иртсе пыракан вӑрӑ-хураха никам та: «Ман пата кӗрсе ачасене ӑс парса хӑвар-ха», — тесе чӗнес ҫук.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вова ешчӗкрен упаленсе тухса, Тарзана хӑй вырӑнне йышӑнма ирӗк парса, пуҫне урамалла кӑларчӗ.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Унччен те пулмарӗ, «шип-шип» тенӗн сас парса хулари тусӗсенчен пӗри — Вовӑна нихӑҫан та сиен туман ырӑ кӑмӑллӑ шӑши — таҫтан йӑпӑртатса та ҫитрӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Унсӑрӑн Скорпион самантрах хӑлха чикки ҫитерет, тапкӑ-ҫупкӑ парса илет.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫитес ҫӗре ҫитсен пӗр-пӗр хваттере кӗрсе лашасене апат парса кантараҫҫӗ, тепӗр ирхине тулли лавсемпе каялла ҫул тытаҫҫӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ара, анчах кӗрсе тухса кайрӗ вӗт, куркапа сӗт парса хӑварчӗ, — хуравлать мӑнукӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Хӑвӑрӑн пӗчӗк патшалӑхра мана ӑс, ҫунат, ырӑ кӑмӑл-туйӑм парса ӳстернӗшӗн…»
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сӑмахсене юри ҫапла юрласа парса ҫӳрекенсем вара ҫук мар-ха…
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Апла та капла йӑпатса, сахӑр парса, ачаран ятне-шывне ыйтса пӗлет вӑл майӗпен, вара пач кӗтмен-туман чухнех ыталаса чуптума: «Эпӗ сан аҫу вӗт! Паян кӗҫнерни кун-иҫ!» — теме тытӑнать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вучаха та сӳнтернӗ халь ҫурӑлман пӗренесем пирки ытла нумай шутласа тӑрса, ҫав тери чуна парса тӑрӑшса туса хатӗрленӗ шӑрпӑксем те ҫунмаҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Килтисене шӑрпӑк туса парса савӑнтараймасть Вихтӗр.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Аптӑранӑ енне, коробкӑри шӑрпӑксене — ҫынран темиҫе кӗренкке ҫӑкӑр парса туяннисене — чӑрлаттарса та пӑхать хутран-ситрен, чар туса хыпса илеҫҫӗ сарӑ пуҫлӑ шӑрпӑксем, сӑмсана кӳкӗрт шӑрши лектерсе кӑтӑклантараҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Килтен мӗн чухлӗ аяккарах кайса пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах туртӑнать те карӑнать ҫав ҫип, ҫӗр ҫинче хӑвна ҫунат парса ҫитӗнтернӗ кӗтес пуррине кунсеренех аса илтерет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ӑна вырӑнти ачасем Красноармейскине илсе кайрӗҫ, унта милици пайне парса хӑварнӑ, ҫавӑ кирлӗ те ӑна, ҫав кун вӗлерекене, ан тив лартӑр тӗрмере унтан тухмасӑр.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.