Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петя хӑех каланӑччӗ мана, унӑн таҫта кӑнтӑр енче арӑмӗ пурӑнать тесе, вӑлах тата вӗсем пӗр-пӗрне питӗ юратса пурӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн философийӗ чӑкраш мар, ӑнланма ҫӑмӑл, вӑл пӗрре хӑй мӗнле шухӑшпа пурӑнни ҫинчен ҫапла каласа пачӗ:Его философия была очень проста и ясна; он иногда говорил мне:
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗр ҫапла иккӗн пӗрле пурӑнни конспираци енчен питех майлах марччӗ, анчах та кунти пек инҫетри чӑтлӑх кӗтесре ытлашшипех сыхланма та кирлех пулман пире.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫапах та, вӑл сунартан тытса килнӗ трофейсем ватӑ Стумп ҫак ҫуртра пурӑнни ҫинчен уҫҫӑнах каласа параҫҫӗ.Однако трофеи его охоты ясно говорят, что старик Стумп — обитатель этого дома.
C сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗринпе килӗштермесӗр пурӑнни пулман.
LXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хам шухӑшласа пурӑнни хама улталасан, манӑн луччӗ пӗтӗмпех хуйӑха ӳкмелле, вилмелле те пултӑр…Я предпочитаю отчаяние, даже смерть, если только мои мечты обманут меня…
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл хакеле урайне урлӑ чӑсӑлса выртнӑ та, хӑйне ӑша витмеллех пырса тивнӗ хӑрушӑ япала ҫинчен астума мар, хӑй пурӑнни ҫинчен те манса кайнӑ.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Атте вара аппана тепӗр хут хӑй патне чӗнсе илчӗ те, ӑна чуптуса, вӑл епле пурӑнни ҫинчен ыйта пуҫларӗ.Отец позвал ее еще к себе и поцеловал и спрашивал, как она живет.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак вӑхӑтра вӑл мӗнпе тӑранса пурӑнни паллӑ мар, анчах вӑл та, ҫынсем пекех, шывсӑр касӑхнӑ.Чем он питался в эти дни, осталось неизвестным, но так же, как и люди, он жестоко страдал от жажды.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унӑн ҫемйи — арӑмӗ, шкула каякан икӗ ачи тата чи пӗчӗк хӗрӗ Светлана — хальхи вӑхӑтра ӑҫта тата кам патӗнче пурӑнни нимӗн те паллӑ мар.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тимофеев ҫемйи хӑйсем патӗнче пытанса пурӑнни ҫинчен тетӗшӗ халӗ те нимӗн те пӗлмест пулӗ-ха, тесе шухӑшласа пурӑнчӗ вӑл.Она предположила, что дяд до сих пор ничего не знает о том, что семья Тимофеевых скрывалась у них.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кӑшт вӑхӑт иртсен, хулара Клевцовпа Штыкова арестленӗ хыҫҫӑн, комендатурӑра Ковалев ӑнсӑртран кӑна ҫакна пӗлчӗ: Песковатскинче Чекалин ятлӑ ҫамрӑк партизан пытанса пурӑнни ҫинчен Якшин комендатурӑна пӗлтернӗ иккен.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ытлашши калаҫса кайнӑ пирки Якшин ӗлӗк, патша саманинче, Петербургра хӑй мӗнле пурӑнни ҫинчен, Литовски замокра надзиратель пулса ӗҫлени ҫинчен, хӑйӗн хваттерӗ мӗнле пулни тата мӗнле наградӑсем пурри ҫинчен аса илчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Саша ним пулман пекех шӳт туса кулать, кӳршӗсем патне кайса «ҫухалнӑ» аслашшӗ ҫинчен, ашшӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, ҫавна пула асламӑшӗ лӑпланчӗ, ҫенӗке чупса тухса, калиткене питӗрсе кӗчӗ, унтан вара, тӑтӑшах чӳрече ҫинелле пӑха-пӑха, хӑйсем мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Лешӗ вара: кайӑк йӑви патне хам та пымастӑп тата шӑпчӑк хӑш тӗлте пурӑнни ҫинчен ытти ачасене те каламастӑп, тесе тупа турӗ.что тот не подойдет к гнезду и никому из ребят не покажет, где живет соловей.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Митя питӗ савӑнчӗ, Оксанӑран вӗсем епле пурӑнни, мӗн туни ҫинчен, вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.Митя ходил счастливый и все расспрашивал Оксану, как они живут, что делают, здоровы ли.
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл ӑна хӗрачасем Мирониха патӗнче пурӑнни, хӑй вӗсене час-часах, лешсем ӗне ҫитерме пырсан, уҫланкӑра курни ҫинчен каласа пачӗ.
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ачасенчен Ульяна та ыйтса пӗлчӗ: Матвеич ҫинчен, колхозра мӗн туни ҫинчен, ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те.
40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ашшӗ-амӑшӗн килӗ мӗнле пулни ҫинчен, хӑй ҫав килте амӑшӗн хӳттинче, ҫав тери ырӑ курса пурӑнни ҫинчен каланӑ чухне унӑн сасси хурлӑн янӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Матвеич вара старик аван пурӑнни ҫинчен тата ун патне час-часах Оксана пыра-пыра кайни ҫинчен каласа пачӗ.Матвеич рассказал, что «старый» живет хорошо, дочка Оксана часто навещает его.
22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.