Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав ҫырӑва вӑл Иехония патшапа унӑн амӑшне, хайрансене, Иудейӑпа Иерусалим улпучӗсене, алӑстисемпе тимӗрҫӗсене Иерусалимран илсе кайнӑ хыҫҫӑн 3. Сафан ывӑлӗ Елеаса тата Хелкия ывӑлӗ Гемария урлӑ янӑ, Иудея патши Седекия вара ҫав ҫынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнӑ пулнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗршыври аслӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри тӑнӑ та пӗтӗм халӑх пухӑвне ҫапла каланӑ: 18. Иудея патши Езекия вӑхӑтӗнче Морасфа ҫынни Михей пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, Иудея халӑхне пӗлтерсе: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тенӗ: Сиона хир пек сухаласа тӑкӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫурт ларакан ту вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, патшана ларсассӑн, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулчӗ: 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне кӗр те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пуҫҫапма килекен Иудейӑн мӗнпур хулине Эпӗ калама хушнӑ ҫак сӑмахсене кала; пӗр сӑмахне те сиктерсе ан хӑвар.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вавилон патши вара юлашкинчен ӗҫӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремия пророк ҫав сӑмаха мӗнпур Иудея халӑхне тата мӗнпур Иерусалим ҫыннисене пӗлтерсе ҫапла каланӑ: 3. акӑ ӗнтӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул, — Иудея патши Иосия, Амон ывӑлӗ, вунвиҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех, — мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ, эпӗ ӑна сире вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, анчах эсир итлемерӗр.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иеремийӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак ҫын ҫинчен «вӑл ачасӑр ҫын» тесе ҫырса хурӑр, вӑл ӗмӗрӗпех телейсӗр пулӗ: ӗнтӗ унӑн йӑхӗнчен тухнӑ пӗр ҫын та Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче лараймӗ, Иудея патши пулаймӗ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп, 25. сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп, 26. сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр; 27. ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Иоаким ҫинчен — Иудея патши, Иосия ывӑлӗ ҫинчен — ҫапла калать: уншӑн: «ах, пиччеҫӗм! ах, аппаҫӑм!» тесе хӳхлемӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иудея патши Иосия ывӑлӗ Саллум ҫинчен — хӑйӗн ашшӗ Иосия хыҫҫӑн патшара ларнӑ, кунтан кайнӑ Саллум ҫинчен — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӑл ӗнтӗ кунта таврӑнаймӗ, 12. вӑл хӑйне тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗртех вилӗ, ҫак ҫӗре урӑх кураймӗ, тет.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Иудея патшийӗн керменне кай та унта ҫак сӑмаха кала: 2. Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Иудея патши, эсӗ хӑв та, санӑн тарҫусем те, ҫак хапха витӗр кӗрсе ҫӳрекен халӑху та Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр, те.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тет Ҫӳлхуҫа, Иудея патшине Седекияна, унӑн тарҫисене, халӑха, мур чирӗнчен, хӗҫпе выҫлӑхран хӑтӑлса юлнӑ халӑха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тӑшманӗсен аллине, вӗсен чунне шыракансен аллине, тытса парӑп; вӑл вӗсене хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе пӗтерсе тӑкӗ, хӗрхенмӗ те, шеллемӗ те, каҫармӗ те.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй халӑхсенӗн Патши, кам хӑраса тӑмӗ Санран? ҫакӑ вӑл пӗртен-пӗр Сана ҫеҫ тивӗҫлӗ; халӑхсен мӗнпур ӑсчахӗ хушшинче те, вӗсен пур патшалӑхӗнче те Сан евӗрли урӑх ҫук.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.