Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха — чуна тӗрек парать; Ҫӳлхуҫа пӗлтерни тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет.8. Закон Господа совершен, укрепляет душу; откровение Господа верно, умудряет простых.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗскӗн хӑйне Сан аллуна парать; Эсӗ тӑлӑха пулӑшатӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25-27. Чунсӑр-чӗмсӗр ҫӗрте, ҫын пурӑнман пушхирте ҫумӑр ҫутармашкӑн, пушхирсемпе ҫеҫенхирсене шӑвармашкӑн, курӑк вӑррине шӑтарса ӳстермешкӗн шыв ҫулӗсене кам уҫса парать, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫулне кам кӑтартса тӑрать?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑнтан Вӑл халӑхсене сут туса тӑрать, ҫавӑнтан тулӑх ҫимӗҫ парать.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те вӗсене сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ пулсассӑн, вӗсене хӗн-хур тӑлли тӑлланӑ пулсассӑн, 9. Вӑл вӗсене хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене кӑтартса парать, мӗншӗн тесессӗн ҫав ӗҫсем нумайланнӑ.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ — хӑватлӑ, Вӑл никамран та йӗрӗнмест, Вӑл ӑслӑлӑхпа хӑватлӑ; 6. Вӑл ҫылӑхлисен хутне кӗмест, хурлӑх тӳсекенсене тивӗҫлине тавӑрса парать; 7. Турӑ тӳрӗ ҫынсене тӳртӗн тӑмасть, вӗсене патша вырӑнне лартать, ӗмӗрлӗхе асла кӑларать.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук: 11. Вӑл этеме ӗҫне кура тавӑрса парать, кашнийӗ хӑйне тивӗҫлине илет.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Турра кӗлтӑвӗ те — Вӑл ӑна хапӑл пулӗ; ӗнтӗ Вӑл ун ҫине савӑнса пӑхать, ӑна ӗлӗкхи тӳрӗлӗхне тавӑрса парать.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ вӗсене лӑпкӑн, тӑнӑҫлӑн пурӑнма май парать, анчах вӗсен ҫулӗсене курсах тӑрать.23. А Он дает ему все для безопасности, и он на то опирается, и очи Его видят пути их.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗрӗс пурӑнманшӑн пире хаса парать, каллех хӗрхенсе каҫарать, кирек ӑҫта саланнӑ пулин те, пире тӗрлӗ халӑх хушшинчен пуҫтарать.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл хаса парать те — хӗрхенет, тамӑка антарать те — ҫӳле хӑпартать, Унӑн аллинчен никам та хӑтӑлаяс ҫук.2. Ибо Он наказует и милует, низводит до ада и возводит, и нет никого, кто избежал бы от руки Его.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Патшамӑм, Орна ҫакна йӑлтах патшана парать, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те санӑн аҫу ман ҫинчен ыйтсассӑн, эсӗ: «Давид манран ирӗк ыйтса хӑйӗн хулине Вифлееме кайрӗ: вӗсенӗн пӗтӗм йӑхӗ унта ҫулталӑкшӑн кӳмелли парне парать» те.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Азот ҫыннисем тепӗр кунхине ирех тӑнӑ та, Дагон акӑ Ҫӳлхуҫа арчи умӗнче ӳпне вырта парать.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем каланӑ: каяр та тапӑнар вӗсене; эпир питӗ паха ҫӗр куртӑмӑр; эсир вара шухӑша кайса тӑратӑр: ан тӑхтӑр, кайӑр та ҫав ҫӗре еткерлӗхе илӗр; 10. унта ҫитсен, эсир ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑх тӗлне пулӑр, ҫӗрӗ те вӑл анлӑ ҫӗр; Турӑ ӑна сирӗн аллӑра парать; унта пурте пур, пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Девора Варака каланӑ: хатӗрлен, Ҫӳлхуҫа ҫак кун Сисарӑна санӑн аллуна парать; сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа Хӑй пырӗ, тенӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.