Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Шӑпа яни тавлашӑва чарать, вӑйлӑ хирӗҫтӑрансен тавӑҫне татса парать.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Парне пани ҫынна ҫул уҫса парать, аслӑ ҫынсем патне кӗме май парать.16. Подарок у человека дает ему простор и до вельмож доведет его.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑсран тайлӑк ҫын аллине тӑсса парать, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн ҫӑка кӗрет.18. Человек малоумный дает руку и ручается за ближнего своего.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслисенӗн чӗлхи ырӑ пӗлӳ парать, ӑссӑррисенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ухмахлӑх тӑкать.2. Язык мудрых сообщает добрые знания, а уста глупых изрыгают глупость.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑш ҫын ытлашшипех парать — унӑн пурпӗр хушӑнсах тӑрать; тепӗри майӗ ҫук перекетлӗ — хӑй чухӑнлансах пырать.24. Иной сыплет щедро, и ему еще прибавляется; а другой сверх меры бережлив, и однако же беднеет.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сӑмах сарса ҫӳрекен вӑрттӑнлӑха уҫса парать; шанчӑклӑ ҫын пӗр сӑмах та кӑлармасть.13. Кто ходит переносчиком, тот открывает тайну; но верный человек таит дело.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑрра каҫармаҫҫӗ, выҫӑхнипе чунне тӑрантармалӑх вӑрласассӑн та каҫармаҫҫӗ; 31. вӑрӑпа лексессӗн вара вӑл ҫичӗ хут ытларах тӳлет, килӗнчи пӗтӗм пурлӑхне парать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл мӑшкӑлҫӑсенчен кулать пулсассӑн, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.34. Если над кощунниками Он посмевается, то смиренным дает благодать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать.33. Проклятие Господне на доме нечестивого, а жилище благочестивых Он благословляет.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче; 7. Вӑл тӳрӗ ҫынсем валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлет; Вӑл — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ; 8. Вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗсене сыхлать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иерусалим, Ҫӳлхуҫана мухта; эй Сион, хӑвӑн Турруна аслӑла: 2. Вӑл санӑн хапху юписене тӗреклетет, ху патӑнти ывӑлусене пиллӗх парать; 3. санӑн ҫӗрне тӑнӑҫлӑ тӑратать; сана тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрать; 4. ҫӗр ҫине Хӑйӗн сӑмахне ярать; Унӑн сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлать; 5. шурӑ ҫӑм евӗрлӗ юр ҫутарать; кӗл сапнӑ пек, пас тӑкать; 6. катӑк-катӑк пӑр пӑрахать; Унӑн сиввине кам чӑтайӗ?
Пс 147 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет; 9. выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир кӑлӑхах ир тӑратӑр, ҫӗрлеччен ларатӑр, хурлӑх ҫӑкӑрӗ ҫиетӗр, юратнӑ ҫыннине ҫывӑрнӑ чухнех мӗн кирлине парать Вӑл.
Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа пире асӗнче тытать, [пире] пиллӗх парать, Израиль килне пиллӗх парать, Аарон килне пиллӗх парать; 21. Ҫӳлхуҫаран хӑракансене — кӗҫӗннине те, аслине те — пиллӗх парать.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ырӑ ҫын хӗрхенет, кивҫен парать; пур ӗҫне те вӑл тӳррипе туса тӑрать.5. Добрый человек милует и взаймы дает; он даст твердость словам своим на суде.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗнчен хӑракансене ҫимӗҫ парать; Хӑйӗн халалне ӗмӗр астӑвать.
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Турӑ — хӗвел те, хӳтлӗх те, Ҫӳлхуҫа тивлет парать, мухтавлӑ тӑвать; айӑпсӑр пурӑнакансене Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Типӗ айлӑмпа пынӑ чухне вӗсем ӑна ҫӑлкуҫӗсен вырӑнӗ тӑваҫҫӗ, ҫав айлӑма ҫумӑр та пиллӗх парать; 8. Турра Сион ҫинче куриччен вӗсем вӑй илнӗҫемӗн вӑй илсе пыраҫҫӗ.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.