Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче яланах ун, кашни ҫынӑнни майлах, ут кӗтевӗнчи евӗр ушкӑнлӑх туйӑмӗ ҫиеле шӑвӑнса тухать.В бою всегда сильно владело им, как и каждым, табунное чувство.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку шухӑшпа пӗрле чӗри патне пысӑк та ӑшӑ телей туйӑмӗ пычӗ.С этой мыслью к сердцу пришло большое и теплое чувство счастья.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ Сергей Спасски башньӑна ҫеҫ курнӑ, анчах чӗре туйӑмӗ уҫҫӑнах ку вӑхӑтра вӑл мавзолей умӗпе иртни ҫинчен каланӑ, броня витӗр вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӑй ҫине Сталин пӑхса тӑнине туйнӑ, ун куҫӗ умӗнче юратнӑ ҫулпуҫ тӑнӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Парти туйӑмӗ ямасть…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫывхарса килекен хӑрушлӑхӑн ҫивӗч туйӑмӗ вӗсене салтаксемпе ытларах ҫывхартнӑ, кӑмӑлӗсене ҫемҫетнӗ.Острый душок недалекой опасности сближал их с солдатами, делал снисходительней.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий ӑна питех те хӗрхенчӗ, анчах кӳлешӳ туйӑмӗ хӗрхенӗве ҫӗнтерчӗ.Григорию стало его безотчетно жаль, но чувство ревности оттеснило жалость.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Салтаксен ҫивӗч туйӑмӗ полк командирӗн чӗринче мӗн пулса иртнине чухласа илме пулӑшрӗ Умрихина.Острое солдатское чутье помогло Умрихину понять, что происходит в душе командира полка.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сергейпе Виктор доклад туса париччен вӑл районти чи лайӑх ҫынсемпе куҫа-куҫӑн курнӑҫасшӑн, кӗҫех хӑй пысӑк ӗҫе тума чӗнекен ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнлине пӗлесшӗн пулнӑ, ҫав ҫынсем актива мӗнпе килнине, вӗсене мӗн кӑмӑла кайнине, мӗн пӑшӑрхантарнине ыйтса пӗлесшӗн, пуринчен ытла вӗсен чун-чӗрисен туйӑмӗ мӗнлине туйса илесшӗн пулнӑ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иринӑн савӑнӑҫлӑ туйӑмӗ Соня ҫине куҫрӗ, вара унӑн килне те каяс килмерӗ; вӑл Иринӑран Мускав ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, хӑй Усть-Невинскири ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ, вара, сӑмах май: — Иринушка, Виктор ман пата килсе кайрӗ… — терӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ ӗнтӗ вӑл туя ҫине таянса тӑрать, пичӗ чирпе шуралнӑ, куҫӗсенче чун-чӗре ыратнин туйӑмӗ тата кӳренӳ пытанса тӑрать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара хӑйне унӑн яланхи пек пурне те пӗлес килекен туйӑмӗ ҫӗнтерсе илчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малалла сыхлануллӑрах пулма унӑн халӗ тӗплӗн шухӑшласа пӑхас килчӗ, анчах пуҫра, юри тенӗ пекех, пуш-пушах, хӑй тӳссе ирттернӗ кӳренӳ туйӑмӗ кӑна унтан пӗр минутлӑха та хӑпма пӗлмерӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пур япала ҫине те ҫивлӗн, тимсӗрле пӑхать, шухӑшлӑ та тӗксӗм питӗнче савӑнӑҫлӑх туйӑмӗ пачах палӑрмасть.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗр унӑн чӗринче пӑшӑрхану тата ӑнланманлӑх туйӑмӗ ҫуратнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ пӗлекен ҫав выльӑх туйӑмӗ!» — хампа хам ӑшра калаҫрӑм эпӗ.И эта животная чувственность, которуя я так знаю», — говорил я себе.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫавӑнтах манӑн ҫемҫешкелӗхӗм иртсе кайрӗ, ун вырӑнне тӗлӗнмелле туйӑм ҫуралса тухрӗ — эсир ӗненмӗр те — савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуралса ҫӗкленчӗ: тинех асапланма пӑрахатӑп ӗнтӗ, эпӗ ӑна халь тивӗҫлипе айӑплама, унран хӑтӑлма, хам мӗн чухлӗ урас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ урма пултаратӑп.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«Мӗнле киревсӗр туйӑм иккен кӗвӗҫӳ туйӑмӗ! — терӗм эпӗ ӑшра.
XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫра мана яланах асаплантарса тӑнӑ терӗм.— Я во все время моей женатой жизни никогда не переставал испытывать терзания ревности.
XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Этемлӗхӗн халь пурӑнакан ӑрӑвӗ хӑй тӗллевне пурнӑҫлайман-ха, мӗншӗн тесен унӑн вӗри туйӑмсем пур, уйрӑмах чи вӑйлӑ туйӑм — ӳт туйӑмӗ пур.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Туйӑмсенчен чи вӑйли, усалли, ҫӗнтерекенни — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ, ҫавӑнпа та туйӑмсем, уйрӑмах вӗсенчен чи вӑйли — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ — пӗтес пулсассӑн, пророксем калани пурнӑҫланма пултарӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе пӗрлӗхлӗ пулӗҫ, этемлӗх те хӑй тӗллевне пурнӑҫлӗ те вара унӑн урӑх пурӑнмалли те юлмӗ.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.