Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Пуриншӗн те тав тӑвӑр: Христос Иисус урлӑ Турӑ сире ҫапла тума хушать.18. За все благодарите: ибо такова о вас воля Божия во Христе Иисусе.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир ӗнтӗ, кун ывӑлӗсем, ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне тӑхӑнса, ҫӑлӑнас ӗмӗтӗн нимӗн витейми калпакне тӑхӑнса урӑ пуҫпа тӑрар — 9-10. Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр.2. ибо вы знаете, какие мы дали вам заповеди от Господа Иисуса.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир сире юратнӑ пек, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне те, ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ, 13. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн мӗнпур святойӗпе килнӗ тӗле сирӗн чӗрӗрсене Атте Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр, таса пулмашкӑн тӗреклӗ тутӑрччӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Атте Туррӑмӑр Хӑй тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн ҫула сирӗн паталла ҫавӑртӑрччӗ.11. Сам же Бог и Отец наш и Господь наш Иисус Христос да управит путь наш к вам.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха?
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр, 10. ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑррисенчен сире Иисус Христос чури Епафрас салам ярать; сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11. Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр.17. И все, что вы делаете, словом или делом, все делайте во имя Господа Иисуса Христа,
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: 7. Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та пултӑр.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус Христос урлӑ тасалнисене пурне те салам калӑр.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ манӑн Туррӑм Хӑйӗн тулӑх пуянлӑхне кура Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ.19. Бог мой да восполнит всякую нужду вашу, по богатству Своему в славе, Христом Иисусом.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир — ҫӳлте пурӑнасскерсем, Ҫӑлакан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр та ҫавӑнтан килессе кӗтсе тӑратпӑр эпир.20. Наше же жительство - на небесах, откуда мы ожидаем и Спасителя, Господа нашего Иисуса Христа,
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп, 14. ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла каласа эпӗ тӑвассине туса ҫитертӗм теместӗп, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитрӗм теместӗп; эпӗ пур тӗлӗшпе те ырра тухасчӗ тесе тӑрӑшатӑп: мана Христос Иисус ҫавӑн пек пулма чӗнсе илнӗ те.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.