Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн вырӑнсӑрах чӗрене пӑшӑрхантармалла?
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ӑна пултарать-и, унӑн сӑмахӗсем чӗрене пырса тивеҫҫӗ, мӗншӗн тесен шухӑшсене вӑл юри шутласа кӑлармасть: вӗсене вӑл ялан хӑйӗнчен илсе чӗререн калать.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсир нимӗн те хускалмастӑр — эсир ҫаплах пӑхатӑр: чӗрене мӗн тери хаваслӑх, лӑпкӑлӑх та кӑмӑллӑх капланса тулнине сӑмахпа каласа пама та ҫук.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Кичем, илемсӗр вырӑн; чӗрене тем пырса хӗснӗ пек туйӑнчӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Эсир хӑть кирек те мӗн калӑр… чӗрене, туйӑмсене — эсир ҫав ҫынсенче ан та шырӑр!
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл яланах лӑнкӑн та кӑмӑллӑн калаҫнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн турӗ шухӑшлӑ сӑмахӗсем яланах чӗрене пырса тивнӗ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫакна пуҫри ӑс-хакӑл хӑй ҫапла калатчӗ, чӗрене йывӑр хуйхӑ ыраттаратчӗ…
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Рыцарь, хӑвна та, мана та ан ултала», терӗ хӗр хӑйӗн хитре пуҫне майӗпен сулкаласа: «пӗлетӗп, чӗрене ҫав тери ыраттарать пулсан та, питӗ лайӑх пӗлетӗп: сан мана юратма юрамасть, пӗлетӗп эпӗ сан тивӗҫӳ мӗнле: сана асу, мӗнпур юлташу, тӑван ҫӗршыву кӗтет, эпир — сан тӑшманусем».
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эсӗ хӑвӑн сӑмахусемпе манӑн чӗрене ҫурса пӑрахрӑн, манӑн асаплӑ пурӑнӑҫӑм халӗ ӗнтӗ пушшех асаплӑ пулса тӑчӗ, ҫамрӑк ӗмӗрӗме тата ытларах шеллемелле пулса тӑчӗ, ӗнтӗ маншӑн вилӗм те пушшех хӑрушраххӑн туйӑнӗ, ӗнтӗ эпӗ сана, манӑн усал шӑпа, тата сана, таса турӑ амӑшӗ, — каҫар мана ҫылӑха кӗнӗшӗн, — вилес умӗн ытларах ӳпкелетӗн!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чӗрене тыткӑна илекен паха енӗсем питӗ нумай, вӗсене шутласа та пӗтерес ҫук.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫапах та ун ҫине пӑхса, ӑна мӗн тери хӑрушлӑхсем ҫавӑрса илни, ӑна мӗн тери намӑсла вилӗм кӗтни ҫинчен шухӑшласан, хӗрхенӳ туйӑмӗ манӑн чӗрене хӗссе илчӗ.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах ҫапла тӑвас вырӑнне хам та халь-халь йӗрсе ярасса анчах туйрӑм эпӗ: хӗрачана питех те шел пулни, тӗрӗслӗх те яланах ҫӗнтермессе ӑнланни (уйрӑмах икӗ ҫын хушшинчи ӗҫсенче ҫапла-ҫке вӑл) чуна ҫурсах ыраттарчӗ, хыткан аяк пӗрчисем те, хӗрачан куҫҫульпе йӗпеннӗ, нӑшӑклатакан сӑмси те, вӑл ман пата ҫапла вирхӗнсе ман ҫума ҫапла тӗршӗнни те чӗрене ҫурчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халь-халь темле ҫухату, темле йӑнӑшу пулас пек туйӑнать; ҫак туйӑм, ҫемҫе те тунсӑхлӑ, пӗчӗкҫӗ алӑ пек, ман чӗрене яра-яра илет.Предчувствие какого-то просчета, какой-то потери мягкой, тоскливой лапкой толкается мне в сердце.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чарӑнмасть вӗҫ-хӗрсӗр ҫумӑр, Тунсӑх витрӗ чӗрене.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Астӑвӑр, сирӗн чӗрене ытлашши хумхантарни питӗ сиенлӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Эпӗ, паллах, пытартӑм… ӗнер сирӗн сӑмахӑра итлерӗм те, кашниех чӗрене пырса вырнаҫрӗҫ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Чӗрене хирӗҫ каяймастӑн, Дина, — шухӑшлӑ куҫӗпе таҫталла тиккерчӗ Андрей Васильевич.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юратӑвӗ те, унчченрех кӗнекесенче вуласа, киносенче курса ӑмсаннӑ, халӗ яш чӗрене пӗртте кӑнӑҫ паман, куллен вӑтанупа та шанӑҫпа вӑркаттаракан хӗмлӗ-хӗмлӗ юратӑвӗ те Динӑн, шӑп та лӑп ҫак шкулта, шӑл та лӑп ҫак класра юрласа-карласа хӑпарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрене хӗртнӗ пӑшатӑн вӗҫӗле тирнӗн шак! шак! шак! тумлама тытӑнчӗ ӑсла тӑна тупӑк кӗтессисене пӑта хыҫҫӑн пӑта ҫапса кӗртекен мӑлатук сасси, Кӗҫение пуҫӗ таранах шурӑ пӳспе витсе вырттарсан.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрене шиклӗхлӗ туйӑм кӳрекен уйрӑм-уҫҫисӗр пурнӑҫ тупсӑмӗ пирки Фома сӳтсе явса ӑсламан, апла тума пӗлмен вӑл; анчах та ҫынсем пурнӑҫ ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнине вӑл вара тинкерсех итленӗ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.