Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран, ҫак тытӑмпа усӑ курнине пула ялта «Васкавлӑ пулӑшу» бригадине чӗннӗ хыҫҫӑн вӑл вырӑна пырса ҫитекен вӑтам вӑхӑт 18 минутпа танлашнӑ, нормӑпа пӑхнӑ вӑхӑт вара 20 минут.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Пурнӑҫӑр ӑннӑ вӑхӑтра ҫеҫ юнашар ҫӳрекен туссенчен уйрӑлма вӑхӑт ҫитӗ.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Ҫӗнӗ кӑларӑмра тӑван чӗлхене халалланӑ тӗпчев те пур — Эдуард Лебедев статйинче вулакан пирӗн чӗлхери ӗҫхӗл вӑхӑчӗсемпе (вӑхӑт формисемпе) тӗплӗнрех паллашма пултарать.
Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html
Фермӑра ӗҫленӗ вӑхӑтрах колхоз хорне те юрлама ҫӳреме вӑхӑт тупнӑ вӑл.
«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Ӗҫ вӑхӑта нумай илет пулсан та /канмалли кунсемсӗр иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре вӑл/ Петр Степанов спорткомплексри бассейна ҫӳреме вӑхӑт тупать.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ку машина вӑхӑт тачӑлӑхне хупӑ, урӑхла каласан, ҫӗр ҫинчи вӑхӑтран уйӑрнӑ системӑра тӗпрен улӑштарма май паракан хатӗр.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Тӗрӗсех ҫырнӑ сӑвӑҫ: унтан хакли тата мӗн пур тӗнчере? Ҫамрӑклӑх – этем пурнӑҫӗнчи чи савӑк вӑхӑт, вӑл – пурнӑҫ ҫулне суйласа илмелли, пӗлӳ пухмачне пуянлатмалли, ума лартнӑ тӗллевсем патне ӑнтӑлмалли вӑхӑт.
Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Вӑл вӑхӑтра машина уйӑрса парассине кӗтсе илеймен вӑхӑт та пулнӑ.
Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15
2. Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ; 3. ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ; 11. хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ; 12. вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ: 10. эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ; 10. вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2. эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34. малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Маттафийӑн вилес кунӗсем ҫывӑхарса ҫитнӗ, вӑл вара ывӑлӗсене каланӑ: ку чухне мӑнаҫланасси ӳссе кайрӗ, тӳсӗмлӗх ҫитерме йывӑр, халӗ — самана улшӑнас вӑхӑт, хаяр ҫилӗ вӑхӑчӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсем вара, ӑна курасчӗ тесе, кулленех вӑрттӑн сыхласа ҫӳренӗ, ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 13. киле каяр, халь — апатланмалли вӑхӑт, тенӗ; вара, пахчаран тухса, тӗрлӗ еннелле уйӑрӑлса кайнӑ, 14. унтан, каялла таврӑнса, ҫав вырӑнах пырса тухнӑ; вара, пӗр-пӗринчен пӑвӑртса, хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ыйтса пӗлнӗ, хӑйсен аскӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ӗнтӗ Сусаннӑна пӗччен чухне тупма май килекен вӑхӑта палӑртнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӑсчахсенчен хӑшӗ-пӗри — тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн, тасалмашкӑн, шуралса ҫитмешкӗн — юлашки вӑхӑт ҫитичченех асап тӳсӗ, мӗншӗн тесессӗн палӑртса хуни ҫитиччен вӑхӑт пур-ха.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.