Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталса (тĕпĕ: ҫутал) more information about the word form can be found here.
Хӗвелтухӑҫ ҫуталса килме пуҫларӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл пӑхса илни — каҫхи тӗтӗме сирсе хӗвел ҫӗкленнӗ пек, хӗвелтухӑҫ ҫуталса килнӗ пек туйӑнатчӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Галактикӑра ҫӑлтӑрсем ҫуралнине кӑтартакан ҫутӑ ҫуталса илет.

В галактике происходит вспышка звездообразования.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Пӗри хӗвел пек ҫуталса тӑракан яка питлӗ ҫамрӑк ача, тепри — пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ карчӑк.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрлӗ галстук ҫыхнӑран-и, пичӗ-куҫӗ ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑрать.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тӳпере юр пӗлӗчӗсем сирӗлнӗ, хӗвелтухӑҫӗ ҫуталса хӗрелме пуҫланӑ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сас кӑлармасӑр вулама пуҫларӗ, вуланӑҫем унӑн сӑнӗ ҫуталса пычӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтан иккӗленерех тӑнӑ Ҫимун, чӳлмеке курсан, сасӑпах кулса ячӗ, сӑн-пичӗ савӑнӑҫпа ҫуталса кайрӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучин икӗ пӳрчӗ те ялт ҫуталса кайрӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Отканӑн хытнӑ пек тӑракан сӑн-пичӗ ҫуталса кайрӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ тӳпи ҫуталса тӑрать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн тӗксӗмрех чӑп-чӑмӑр пичӗ витӗр темле куҫа курӑнман уйӑх ҫуталса тӑрать, тейӗн.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗм, хура ҫӗр ҫинче шыв кӳлленчӗкӗсем сарӑ, хӗрлӗ, кӑвак кӗленче катӑкӗсем пек ҫуталса курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура петлицисем ҫинче икшер тӑваткал хӗрлӗ шӑрҫапа юнашар танк кӗлетки ҫуталса йӑлкӑшать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эй, ара, мӗн кулянса ларатпӑр-ха эпир! — хӗвел тухнӑ пек ҫуталса кайрӗ унӑн илемлӗ сӑн-пичӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗм йӑл-ял ҫиҫет те, пӗтӗм кӗлет ӑшчикки вут хыпнӑ пек ҫуталса каять.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах пӑхса тӑрсан, икӗ ҫыран хушшинче калама ҫук пысӑк кӗмӗл пулӑ ҫурӑмӗ ҫуталса выртнӑн туйӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed