Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗт айӗнчен хӗвел тухсан, тӗнче ҫуталса каять.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Георги вара, куҫӗнчен ҫеҫ сисӗнмелле кулӑпа телейлӗн ҫуталса, вӑтанса кайнӑ хӗре хулӗнчен тытать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ыр шанӑҫ хумӗсем пире малашне те, умра кашни кун ҫуталса тӑракан шурӑмпуҫ пек, «вут кайӑклӑн» вӗҫме хавхалантарччӑр!!!
«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall
Нумаях пулмасть-ха хӗрӳ кӗрешӳ, шавлӑ, чӑрсӑр кӗрешӳ пынӑ хирте халь ытла та шӑплӑх тӑнинчен, ҫав аякри ял ытла та лӑпкӑн ҫуталса ларнинчен тӗлӗнес те килнӗ пек.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
— Ҫитӗ пулмасӑр, ывӑлӑм, ҫитет, ҫитет пӗччен пурӑнса, — вут хыпнӑ пек ҫуталса кайрӗ Праски инке.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫап-ҫут шыв ҫуталса выртать ҫул ҫинчи путӑк-лакӑмсенче.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Ҫуталса ҫеҫ тӑрать-и?
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кӑкӑрӗ ҫинчи орденсемпе медальсем, хулпуҫҫийӗсем ҫинчи ылтӑн пакунӗсем вут тӑкса, вут сирпӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ аттипе карттус сӑмси те ҫуталса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫакна аса илчӗ те Тимуш ҫуталса, хӑпартланса кайрӗ, тӳрленсе ларчӗ, пуҫне каҫӑртрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑл ман ҫине пӑхрӗ те ӑшшӑн ҫуталса кулчӗ.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ун ҫинелле кӑмӑлсӑррӑн пӑхакан Турунов сасартӑк ҫуталса кайрӗ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унӑн пит-куҫӗ каллех ҫуталса кайрӗ, ҫапах та ку ҫутӑ пӗтӗм чун-чӗре савӑннине палӑртакан паҫӑрхи ҫутӑ пекех ӑшшӑн йӑлкӑшмарӗ халь.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӗсенче те, ҫӑра мӑйӑхӗ ӑшӗнче те час-часах ҫуталса каякан, пӗтӗм сӑн-питне чӗлтер хускатакан ӑшӑ кулӑ пытанса тӑрать.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Палланӑ куртка — сӑвай ҫапакан копер тукмакне ӳкерсе хунӑ спецовка — вӗлтлетсе илчӗ те ҫавӑнтах леш хайхи Аликов сӑнӗ те ҫуталса тухрӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑна курсан, ҫанталӑк пушшех ҫуталса кайнӑн, хӗвел пӗлӗт айӗнчен пӗтӗмӗшпех тухса ҫиҫме пуҫланӑн туйӑнчӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Уйрӑмлӑхӗ, ман шутпа, ҫавӑ ҫеҫ: аллӑ урлӑ каҫнӑ ашшӗн, Тихон Евдокимовичӑн, пичӗ-куҫӗ шыҫмаклана пуҫлана, ӑна шатра шӑтарса пӗтернӗ, кунсӑр пуҫне ашшӗн ҫӳҫӗ тӗксӗмрех, куҫ харшийӗсем аплах ҫуталса тӑмаҫҫӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ун куҫӗнче темле чӑрсӑрлӑх ҫиҫсе илчӗ те, кӗлеткине мӑнаҫлӑх ҫӗклентернӗ пек пулчӗ те — мана йӗкӗт Турунов ҫинчен шухӑшлать ҫеҫ мар, ӑна хӑй умӗнче курнипе те ҫапла танлӑн ҫуталса тӑрать, хӑйне унашкал, Турунов евӗр, тыткалама тӑрӑшать пек туйӑнчӗ; ҫак мӑнаҫлӑхпа чӑрсӑрлӑх Турунова килӗшсен те, уншӑн, Аликовшӑн, унӑн чечен кӑмӑлӗшӗн, йӑлттам хусканӑвӗсемшӗн, типшӗмрех ӗлккен пит-куҫӗшӗн пачах ытлашши, пачах ют пек курӑнчӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫакӑнта, халь эпир тӑракан вырӑнта, ӳлӗм шыв ҫуталса выртмалла, хумсем пӗр-пӗрне хӑваласа чупмалла.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кам пӗлет, тен, сан ӑш-чикӳн пӗр кӗтесӗ хӑҫан та пулин йӑлтӑр ҫуталӗ те пыра-киле пӗтӗмпех ҫуталса кайӑн эсӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫтаппанпа пӗрле каяс терӗ пулсан та, капла ҫуталса тӑни пачах килӗшӳсӗр-ҫке?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.