Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тутлӑ та-ҫке ирхи ыйхӑ, пылӗ те, ҫӑвӗ те айккинче тӑччӑр.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Канлӗхе ҫухатрӑм, ыйхӑ килми пулчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Анчах лӑпкӑ ыйхӑ нумая пымарӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫӗнӗ вырӑнтан пулӗ-ши, ыйхӑ килмест.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Унпа пӗрле пурӑнас пулсан, ыйхӑ та ан ҫывӑр, ларса та ан кан.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫавӑнпа пулӗ ыйхӑ килмест, ирех вӑрантӑм.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ыйхӑ тӗлӗшпе такам ури айӗнче хӑмӑл чӑштӑртатнине илтрӗм.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кӑштахран ыйхӑ килни пусма тытӑнчӗ ӑна.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫапла хӑй тӗллӗн пуплекелесе Вова, ыйхӑ ҫапма пуҫланӑскер, пуҫне лӑнк усрӗ те каллех шухӑша путрӗ.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Сисет Вихтӗр, ура тупанӗнчен ҫӳлелле тепӗр утиял — ыйхӑ — йывӑррӑн ҫӗкленсе хӑпарать те ӑна тӗлӗнмелле канлӗх айне туса хӑварать…
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ӗнер ҫур ҫӗр иртни пӗр сехетре Ҫулавӑҫсен те ыйхӑ татӑлнӑ.
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
— Эй, ыйхӑ курланкине шӗкӗлчесе ҫитет пуль сана унта.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑратас мар — пурнӑҫ килӗштермест ыйхӑ чӑптипе чӑлханса пурӑннине.
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑсталӑх туянас тесе, поэт мӗн тери тӑрӑшнӑ-ши, мӗн чухлӗ вӑй пӗтернӗ-ши, тар юхтарнӑ-ши, ыйхӑ вӗҫтернӗ-ши?..
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Куҫми те, ыйхӑ тӗлӗшпе мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илейменскер, ури ҫине йӑкӑлт сиксе тӑчӗ те ӑна-кӑна уйӑрса тӑмарӗ, хыҫран пырса, амӑшне хӑлха чикки тӑхӑнтартрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Харлаттарсах ыйхӑ чӑпти сӗтӗрет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хумкка мучин ыйхӑ шухӑшӗ ҫук.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗ тапакна ытларах илсе кай, — ҫурӑм хыҫӗнче илтӗнчӗ унӑн ыйхӑ тӗлӗшпе уҫӑлсах ҫитеймен сасси.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл та, ҫӗр хута чӗрӗм ыйхӑ туманскер, халь кӑштах та пулин уҫӑлса хуйхи-суйхине сиресшӗн.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑваш хӗрарӑмӗ ыйхӑ чӑпти маррине куртӑр-ха терӗм.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.