Шырав
Шырав ĕçĕ:
Морфие ҫителӗклӗ ӗҫсессӗн, темӗнле хуйхӑ пулсан та, ыйхӑ килет килетех; хальхинче икӗ пилюля та ҫителӗклӗ пулчӗ, акӑ ыйхӑ пусса килет те ӗнтӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Савнӑ тусӑм, эсӗ канма пӗлмесӗр ӗҫлетӗн, пурте ман валли; епле ырӑ эсӗ, епле юрататӑп эпӗ сана», терӗ Верочка ыйхӑ тӗлӗшпе.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыйхӑ килмест пулсан, морфи ӗҫес пулать; Лопухов икӗ пилюля ӗҫрӗ, «акӑ Верочка ҫине пӑхса ҫеҫ илетӗп».Если не спится, надобно принять морфия; он принял две пилюли, «вот только взгляну на Верочку».
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Вера Павловна пӗр вунӑ-вунпилӗк минут савнӑ тусӗпе ларать, унтан «сывӑ пул» тет те, вӗсем вара хӑйсен пӳлӗмӗсене саланаҫҫӗ, Вера Павловна каллех хӑй кравачӗ ҫинче вуласа, ачашланса выртать; час-часах тата ҫывӑрать те, питӗ час-час, кунне пӗр сехет — сехет ҫурӑ яхӑн ҫывӑрать, — ку вӑл лайӑхах мар ӗнтӗ, анчах Вера Павловна апат хыҫҫӑн, ыйхӑ килнӗ чухне, ҫывӑрать, ыйхӑ килнине юратать те вӑл, ҫакӑншӑн ӑна пӗртте намӑс мар, ҫакӑншӑн вӑл пӗртте ӳкӗнмест.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыйхӑ тӗлӗшпе кулса илсе, Давыдов хӑй куҫӗ умне вӗсем мӗнле юнашар выртнине кӑларса тӑратрӗ.Сонно улыбаясь, Давыдов представил их лежащими рядом, подумал, засыпая:
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн сывӑ та тӗреклӗ ӳт-пӗвӗ тӳсеймесӗр йывӑр ӗҫ кӗтнӗ: ҫак ӗҫре каҫ тӗлне халтан кайса киленмелӗх мӗн пур мускулсем сурса ыратчӑр, ҫӗрле кӗтнӗ канӑҫпа пӗрле выртнӑ-выртман, тӗлӗк курмасӑр, лайӑх ҫывӑрма ырӑ ыйхӑ килтӗр.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.