Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутласан (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
Кунашкал шутласан, пӑрахутпа каймалла, анчах билет илме пӗр пус та ҫук.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсемпе пӗрле шутласан вӗсен йышӗ 98,7 пин ҫынна ҫитнӗ.

Help to translate

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Кунти инҫӗшпе шутласан, пирӗн хуҫалӑх хуларан аякра мар.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗр шутласан — лайӑх та вилӗмӗ, чирлесе нушаланса выртман, ыттисене хӑйне пӑхтарса тертлентермен.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑш чухне клише йывӑҫ ҫине тӳрӗ мар ҫапӑннӑ пек, хӗр ӑна йӑтать те ятлаҫа-ятлаҫа виҫҫӗмӗш хутран пӗрремӗшне, шутласан ун ӗҫӗ те мар-ха, смена маҫтӑрне ҫеҫ пӗлтермелле, вӗҫсе ҫитет, тарӑхнӑн алӑрине сӗтел ҫине перет: «Татах чалӑш!» тесе.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Шутласан, чӑвашсемшӗн ырӑ ӗҫ тунӑ ҫынсем сирӗн енче те сахал мар ҫуралнӑ: Спиридон Михайлов, Николай Никольский, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ Евтихий Андреев тата вун-вун ҫын…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрле хушса шутласан «улттӑ» пулать.

Help to translate

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Пӗрле хушса шутласан

Help to translate

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Эпир ҫулталӑкра кашни Раҫҫей ҫынни пуҫне шутласан 2—3 килограмм пахчаҫимӗҫ тата пӗр килограмм ҫӗрулми туса илетпӗр.

Help to translate

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Чӑн та, пӗр шутласан, ҫӗр ҫинче яланах чӗрӗ организмсем пурӑнмалӑх пӗр пекрех температура, атмосфера, шыв пур.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Халапласа кайса шутласан. ҫӗр-Аннемӗрӗн ҫамки те, ҫӑварӗ те, кӑкри те пур, — хӗрача шухӑшне малалла тӑсать Ванюк.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сирӗншӗн те, Пӗчӗкҫеҫ принц сӑнарне ман пекех чӗрере усракансемшӗн, пӗр шутласан, ҫакӑнта темех ҫук пек туйӑнма пултарӗ.

Вам, кто тоже полюбил Маленького принца, как и мне, это совсем, совсем не все равно:

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла шутласан, ССР Союзӗ 4 1/2 пин километр сарӑлса выртать.

С севера на юг СССР простирается на 4 1/2 тысячи километров.

I. ССР Союзӗн ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи вырӑнӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Эсир хӑвӑрӑн заключени тӗрӗс пулнӑ тесе шутласан та, кутӑнланса тӑни вырӑнсӑр, тет.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Правлени ларӑвӗнче Вассана фермӑрах хӑварма шутласан, Тихон Иванович сасартӑк тӗксӗмленчӗ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Виҫӗ хут шутласан, виҫӗ тӗрлӗ сумма тухрӗ унӑн.

Help to translate

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Сатурн» ЯХПКра 1 гектар пуҫне шутласан – 50,2, «Нива» агрофирма» ОООра 30 центнер тухӑҫ алла илнӗ.

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Пӗр шутласан, вӑйлӑ шухӑш вӗт!

Help to translate

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Революцичченхи Российӑра пӗтӗмпе те 10,2 пин ҫын наукӑ енӗпе ӗҫленине шутласан, ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ вӗт-ха!

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫав пур ӗҫсене тунӑ хушӑрах, 1930 ҫултан пуҫласа шутласан, 52 кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ — кулӑшла калавсемпе фельетонсен кӗнекисем.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed