Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунтанах (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
— Ара, эпӗ ҫав ӗҫе вӗреннӗ пулсан, чунтанах юрататӑп пулсан, епле пӑрахас-ха ӑна?

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан шучӗпе, Елюк эп каланине итлетех, ҫыракан ҫынсене вӑл чунтанах хисеплет, вӗсене такам вырӑннех хурать, кӗнеке е хаҫат тытса ларать те вара «пӑрах, ӗҫле мӗн те пулсан, вуласа ларма учитель-и-ха эс, слушши-и» тесен ҫеҫ алӑран пӑрахать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Радиори ӗҫне Ваня чунтанах юратнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Сире чунтанах хисеплетӗп.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Юратнӑ ҫав вӑл Ирӑна, чунтанах юратнӑ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Чӑн ӗнтӗ, вӗсем пусмӑрҫӑсене чунтанах кураймаҫҫӗ анчах, майра-патшаи лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ, вӑрҫӑсенче пиҫӗхнӗ ҫарне хирӗҫ уҫҫӑн тӑма пултараймаҫҫӗ ҫав.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ хусах каласа панине Укаслу чунтанах ӗненчӗ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем ҫеҫ мар, Килтешре пурӑнса пуп юррине юрлама вӗреннӗ Савантере те ҫакӑ чунтанах тарӑхтарчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр Пинер ут-урхамахне юратсах пӑрахрӗ, вӑл паян ӑмӑртӑва хутшӑнса Савантере намӑса хӑварасса Укаслу чунтанах ӗненчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑннипех те юратать иккен вӑл токарь ӗҫне, ӑна чунтанах килӗштерет.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑваш халӑх ташшин ҫепӗҫ кӗвви куракансене чунтанах хавхалантарса, хӑпартлантарса ячӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Тахҫанах суд тенкелӗ ҫине лартмалла ӑна, услапа, ял халӑхӗн ятне ҫӗртсе пурӑнать, — чунтанах вӑрҫса каларӗҫ хӗрарӑмсем.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем Володьӑн йӑрӑс пӳллӗ, ҫыпӑҫуллӑ та вӑйлӑ кӗлеткине, ҫирӗп мускулӗсене тата ҫамрӑк ҫын ытла та меллӗн мӑлатукпа ӗҫленине курса ӑна чунтанах килӗштерчӗҫ.

Они любовались его складным, гибким и сильным телом, игрой мускулов и ритмически точными его ударами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурте йӗркеллӗ иртрӗҫ тесе чунтанах савӑнчӗ вӑл.

Help to translate

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Арӑм хытах шавласа кайнипе калаҫӑва чунтанах урӑх ҫӗрелле пӑрма хӑтланатӑп.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Эпӗ хамӑр чӑвашра ҫавӑн пек маттур хӗрсем пурришӗн чунтанах савӑнтӑм.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнпа масара илем кӳресшӗн чунтанах тӑрӑшатчӗ вӑл.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӗсем уншӑн чунтанах хӗпӗртесе ӗҫлетчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эй, чунтанах юрататӑп ҫав вӑхӑтра вӑрманта ӗҫлеме, — терӗ вӑл чӑннипех савӑнса.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак ӗҫе те чунтанах юратса хутшӑнатӑп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed