Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхине (тĕпĕ: хапха) more information about the word form can be found here.
Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хупӑр часрах карман хапхине!

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр темӗнчулран Укаслупа унӑн ҫыннисем леш Сюльдяшов карман хапхине хупма янӑ салтакран та иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫумӗнчи инвалида вӑл хула хапхине хупма систерчӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах Хунчар Савантерӗ айне янӑ курӑнать, хапхине те хупса уҫма хӑраса тӑрать.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та хапхине питӗрнӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хапхине питӗрнӗ пулсан айӗнчен те пулин кӗр.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, хамӑн команда вратарӗ, футбол хапхине мечӗк вирхӗнсе кӗресрен пур-ҫук тим кантрине пантлатса татӑлса каяслах карӑнтарса, сисӗмлӗн хуралласа, сыхӑ тӑратӑп.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Сысна ҫулӗ хӑй хапхине тин ҫеҫ яри уҫса янӑччӗ-ха.

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Килкарти хапхине асӑрхануллӑн уҫса, ӑмӑрткайӑк кӑмӑлӗ-туйӑмӗпе тулса тӑкӑнакан Павӑлпа ирхи сывлӑм сыпнӑ чечек пек именчӗк хӗр шӑкӑртах пуҫтарнӑ картишне кӗрсе тӑчӗҫ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Help to translate

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ним тума аптранипе, никам та ан кӗтӗр тесе, хапхине сенӗк аврипе тӗкӗлерӗ.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Сантӑр куҫ умне хапхине тикӗтпе варалани тухса тӑчӗ, чӗринче Микулана курайманлӑх вӗресе хӑпарчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, Якур Кӗтерука вӑрланӑ пирки калаҫса пӗтереймерӗҫ — Сантӑр хапхине тикӗтпе вараланӑ текен хыпар сарӑлчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсен хапхине тикӗтпе вараланине пӗлсен, Анук макӑрчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана тиркенӗ, хапхине тикӗтпе вараланӑ хыҫҫӑн ку хыпар уншӑн ытла та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухрӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртнӗ каҫ Сантӑрсен хапхине Микула тикӗтпе вараланӑ текен хыпар ҫӳрет.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ануксен хапхине Микула вараланӑ тесе элек сараканӗ вӑл пулнӑ-ҫке-ха, ҫавӑншӑн хӑйне хурав тыттарма килнӗ пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑрсен хапхине тикӗтпе варалама мӗнле хӑйрӑн?

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука качча паманшӑн Микула Сантӑрсен хапхине тикӗтпе вараланӑ текен хыпар ял тӑрӑх ҫиҫӗмрен хӑвӑрт чупса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed