Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хал the word is in our database.
хал (тĕпĕ: хал) more information about the word form can be found here.
Тӑма хал ҫитереймен тухатмӑш тарӑхса вӑрҫса выртнӑ:

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Тав, — теме ҫеҫ хал ҫитерет ача.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нивушлӗ ҫапла паттӑрланма хал ҫитереҫҫӗ-ҫитереҫҫех!

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑштах та пулин, йӑшӑл туса хускалма та хал ҫитмен пек сисӗнчӗ ӑна.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сакӑр вунна ҫитсе пыракан шур сухал паянхи кун та обществӑлла ӗҫсенчен пӑрӑнса юлмасть, хал ҫитерсе ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшать, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса панӑ ҫӗре хастар хутшӑнать.

Help to translate

Ватта сума суни ырӑ пулӑм // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/chyslav/2023-08- ... -m-3388982

Вӑрах выртрӗ пулин те диван ҫинчен тӑма аран хал ҫитерчӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Укахви хуллен ута пуҫларӗ, симӗс куҫсем ҫул ҫинчен пӑрӑнманнине кура, чарӑнса тӑчӗ, унӑн каялла ҫаврӑнса тарас шухӑш та вӗлтлетрӗ, анчах тарма хал ҫӗкленмерӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Уя пур енчен те хатӗрленсе тухмалла тесе калаҫасса калаҫатпӑр ҫав та, анчах сӑмаха ӗҫпе ҫыхӑнтарма хал ҫитермеллипех ҫитерейместпӗр ҫав.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Сӳрӗклӗхпе хевтесӗрлӗхӗме ҫӗнтерме хал ҫук!

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чарӑнчӗ Юманкка, хал ҫитереймерӗ сӑрт тӳпине ҫитме.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ме, хал ҫитмест, тесе.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хал ҫитерейменнисем ҫапла лӗпӗр-лӗпӗр калаҫаҫҫӗ те кӗвӗҫсе.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уни-куни кӑлтӑксене сапласа-тӗплесе ҫитерме такам та пултарать ӑна, объекта срокчен туса пӗтерме, темшӗн-ҫке, пурин те хал ҫитмест.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Явӑшри Надежда Лукшинова вара патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса «Телей пур» ҫемье фермине уҫма хал ҫитернӗ.

Help to translate

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Йӑла-йӗрке хушнине те пӑхмарӗ, ҫӗре кӗнӗ тискер ҫынна вӑл ырӑ сунма ниепле те хал ҫитереймерӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е тата, тӗрӗспе пурӑнма вӗреннӗскер, малалла суеҫтерме хал ҫитереймерӗ-шй?

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальхинче хӑй курайман Шӑхале чиксе пӑрахма хал ҫитереймесӗр тӑман пулӗччӗ вӑл.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах Шуртан сӑмахне Итлемесен юрамасть, Шартлантарсан хал пулмасть: Курнине те курман пул!

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах вӑрҫма ҫитмест хал, Юлташӗсем пит сахал: Ҫилленсен те шӑлна ҫырт, Кӗркуннеччен кӗтсе чӑт.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кайрӗҫ Йӗршшӳ ҫумӗнчен Ҫавал ҫине вуник ял — Урапасем ҫул ҫинче — Суса тухма ҫитмест хал

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed