Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учрежденийӗсенче (тĕпĕ: учреждени) more information about the word form can be found here.
Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кашни ҫул тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илесси йӑлана кӗнӗ пулин те, ачасен хисепӗ чакса пыни шухӑшлаттарать.

Help to translate

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӗсем — чӑннипех те хастар ҫынсем: оперӑпа балет искусствине чӗререн юратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти предприятисенче, стройкӑсемпе государствӑ учрежденийӗсенче вӑй хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Элӗк салинчи шкул ӳсӗмне ҫитменнисен учрежденийӗсенче паян пӗччӗккисене валли вырӑн ҫителӗклех мар.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Уйрӑмах медицина учрежденийӗсенче чи хӑватлӑ цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Ҫавӑнпа та вӗренӳ учрежденийӗсенче директорӑн канашҫисем ӗҫлеме пуҫланӑ, вӗсем ачасен обществӑлла пӗрлешӗвӗсен ӗҫне йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вӗренӳ учрежденийӗсенче хӗрӳ тапхӑр.

Help to translate

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Ҫавӑн пекех вӗсем вӗренӳ учрежденийӗсенче те ҫырма пултарчӗҫ.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Наци библиотеки регионти 500 муниципаллӑ библиотекӑшӑн методикӑ пулӑшӑвӗ паракан тата культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме пулӑшакан центр шутланать.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

«Чӑваш культурин еткерӗ» портал библиотекӑсемпе музейсенче, архивсемпе наука учрежденийӗсенче упранакан чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен калакан тулли текстсен материалӗсене пӗрлештерсе тӑрать.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Муниципаллӑ округри спорт, культура учрежденийӗсенче, шкулсенче салтаксен ачисем ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасемпе куҫа-куҫӑн тӗл пуласси, саккунпа право ыйтӑвӗсемпе калаҫасси те пӗрмаях тимлӗхрех.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Патшалӑх учрежденийӗсенче - 11196. Патшалӑхӑн мар структурӑсенче - 676.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Совет саманин пӗр кӗске тапхӑрӗнче, 1958-1960 ҫулсенче, ҫӗршыври столовӑйсенче, кафесенче, ресторансенче, ытти обществӑлла апатлану учрежденийӗсенче ҫӑкӑршӑн укҫа тӳлеттерместчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса илтерни вырӑнлӑ: 2013 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн вӗренӳ, культура, спорт учрежденийӗсенче, стадионсемпе ача-пӑча площадкисенче, больницӑсенче, патшалӑх учрежденийӗсенче табак туртма юрамасть.

Help to translate

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин 400 кВТ хӑватлӑ гетероструктурӑллӑ моделӗсене Бухара облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенче вырнаҫтарнӑ.

Мощные 400 кВт гетероструктурные модели, произведенные новочебоксарским предприятием «Хӗвел», размещены на казенных учреждениях Бухарской области.

Узбекистанра Чӑваш Енри батарейӑпа ӑшӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34244.html

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин вара вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑвӑн экологи культурине йӗркелемелли пайӑр майсем палӑртакан экологи тӗллевлӗ программӑсене ӗҫе кӗртмелле.

А Минобразования Чувашии необходимо внедрить в образовательных учреждениях экологоориентированные программы с конкретными мерами по формированию экологической культуры у подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

- Алексей Юрьевич, паян районти ГИБДД пайӗн сотрудникӗсем халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени, тӗрлӗрен операцисене хутшӑнни, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасемпе тӗл пулу йӗркелени тата ытти те пысӑк пӗлтерӗшлӗ…

Help to translate

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫемье кунне халалласа районти культура учрежденийӗсенче те тӗрлӗрен мероприятисем йӗркеленӗ.

Help to translate

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Каласа хӑвармалла, пирӗн ентешсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed