Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта, пусмӑрлӑха сирсе пӑрахнӑ пекех ӗҫе сирсе яраҫҫӗ; унта улпут шурӑмпуҫпе пӗрле тӑмасть, фабрикӑсем тӑрӑх ҫӳресе ҫупа сӗрнӗ урапасемпе пружинӑсем таврашӗнче пулмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Обломов тӗлӗкре урӑх вӑхӑта курчӗ: вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗллехи каҫ, Илья няни ҫумне именчӗклӗн лӑпчӑнать, няня ӑна темле паллӑ мар ҫӗршыв ҫинчен пӑшӑлтатса калать; унта каҫ та, сивӗ те пулмасть, яланах тӗлӗнмелле япаласем пулса иртеҫҫӗ, пылпа сӗт ҫырмисем юхса выртаҫҫӗ, унта ҫулталӑк хушшинче никам та нимӗн те ӗҫлемест, Илья Ильич пек паттӑр каччӑсем кунӗ-кунӗпе выляса-кулса ҫӳреме ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери чипер вӗсем, халапра каласа пама та, перопа ҫырса кӑтартма та май ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара пурте каялла, яла таврӑннӑ, унта таҫтан килнӗ ҫын выртнине, вӑл нимӗн те шарламаннине, турӑ пӗлет, вӑл унта мӗн тунине стариксене каласа панӑ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта уҫӑ та типӗ, лимонпа лавр шӑршиллӗ сывлӑш мар, хырпа ҫӗмӗрт тата эрӗм шӑршиллӗ сывлӑш тӑрать; унта кунсем уяр, хӗвел хӗртет, анчах ҫунтармасть, виҫӗ уйӑх тенӗ пек тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмасть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Челкине ман Верхлевӑри кум кайрӗ: ӑна унта управляющи ячӗ, пӗлетӗн-и, унта тинӗс леш енчен сухапуҫ илсе килнӗ иккен, управляющи кума ҫав сухапуҫне курма ячӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл унта ҫӗршыв оборони валли шанчӑклӑ та ҫирӗп флот мӗн тери кирлӗ пулнине, унта мӗнпур йышши карапсем пулсан кӑна вӑл вӑйлӑ флот шутланнине ӑнлантарса ҫырнӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каяс тетӗн Дофиновкӑна — унта каятӑн, Люстдорфа каймалла пулсан, унта кайма пултаратӑн.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Доктора эпӗ политуправление те кӗрсе тухма сӗнесшӗнччӗ, унта ман валли ҫырусем ҫук-и, тесе ыйттарасшӑнччӗ; ӗнтӗ вунӑ кун та иртнӗччӗ унта ман валли ҫырусем пурри-ҫуккине тӗрӗслеменни, Полярнӑйри политуправлени адресне вара Кораблева та, Вальӑна та хӑварсаттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку тӗлӗшрен пароход вӗҫӗнчи виҫҫӗмӗш класс каюти нумай лайӑх, унта чӑн-чӑн иллюминаторсем пур, ҫавӑнпа унта, ҫемҫе дивансем вырӑнне, трамвай ҫинчи пек, йывӑҫ тенкелсем ҫеҫ пурри питех палӑрса та каймасть.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ав ҫав сӑрт хыҫӗнче вӑл, хайхискер, эпир нихҫан асран яманскер, халь-халь уҫӑлассӑн тӑрать, унта хӑрушлӑх тӗнчи пуҫланать, унта мӗн пурӗ вилӗмпе пӗр каварлӑ, ячӗ унӑн — Вӑрҫӑ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унта «Св. Мария» 1912 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914 ҫулхи апрель уйӑхне ҫитиччен ишнине кӑтартнӑ, унта карап Патерман ҫӗрӗ пур текен вырӑнта чарӑнса тӑнисене те палӑртнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ шурӑ лампа, ӑна сӳнтернӗ чухне эпӗ тӗттӗмре темӗнччен ун ҫине пӑхса тӑраттӑм, клеткӑллӑ стенка — унта кӗпе-йӗм хураҫҫӗ, унта ман клетка та пур, юнашарах Валькӑн пур.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Десятник ӗнсине хыҫкаласа: — Пур тата тепӗр хваттер те, анчах, ваше благородие, унта килӗшсех каймӗ, темӗн, тасах мар унта! — терӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ унта кӗҫех выҫӑ вилеттӗм, ҫитменнине тата мана унта шыва путарма та тӑчӗҫ.Я там чуть-чуть не умер с голода, да еще в добавок меня хотели утопить.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унта ҫапӑҫу пырать, унта хамӑрӑннисем.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ ӑҫта — Ҫимуш унта, Ҫимуш ӑҫта — эпӗ унта.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
«КВН — питӗ кӑсӑклӑ тытӑм, унта нимӗнле хирӗҫӳ те ҫук. Пачах урӑх тӗнче вӑл: унта юлташ-пӗлӗш нумай. Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗ оратор искусствине тата ытти пултарулӑха аталантарать. КВН ҫынна хӑйне пӗтӗм енчен уҫма, ҫитменлӗхӗсенчен хӑтӑлма пулӑшать», — тет РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей патшалӑх службин тата халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалӗнчи «ЧФ РАНХиГС» КВН командин хастарӗ Иван Щирий.
Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
23. Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ, 12. Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.