Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлнине (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Чӑвашсен шӑрттан, хуплу е тата ытти апатне тӗнчипех лайӑх пӗлнине, ӑна хапӑл туса йышӑннине те каланӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Фестивалӗн жюри председателӗ Николай Уездный хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен кулинарӗсене ҫӗршывра питӗ лайӑх пӗлнине палӑртнӑ, вӗсен ӗҫне яланах пысӑка хура хакланине те асӑннӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Литература тӗпчевҫи, критикӗ Николай Осипов Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине, вулакансем ӑна ытларах проза ӑсти пек пӗлнине асӑнса хӑварчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

68 ҫула ҫитичченех колхозра тӑрӑшнӑ, - мӗн пӗлнине пӗлтерет мӑнукӗ.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Итлерӗм-итлерӗм те вӑл каласа панине, уй-хир ӗҫне те, выльӑх-чӗрлӗх пӑхас ӗҫе те лайӑх пӗлнине, бригадӑшӑн хыпса-ҫунса тӑнине пӗлтӗм.

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ун ҫинчен мӗн пӗлнине аса илсе ҫӳрерӗм, ун сассине пӗрле ларнӑ чухнехи пекех, юнашар утса пынӑ чухнехи пекех илтрӗм.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Чӑвашри хуткупӑс ӑстисем ҫак музыка инструменчӗсемпе кӗвӗ мӗн тери аван калама пӗлнине Архангельскра пурӑнакансем кӑна мар, Новодвинскри ҫынсем те итлеме пултарнӑ.

Не только жители Архангельска, но и новодвинцы смогли послушать, как хорошо умеют играть чувашские гармонисты на этих музыкальных инструментах.

«Санар» купӑҫсисем Архангельскра палӑрнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35194.html

Аликов хӗре хулӗнчен сапӑррӑн тытса пычӗ, чарӑнса тӑрсан, ун умӗнче пуҫне илемлӗн пӗксе илчӗ, кун пек чухне те хӑйне тыткалама пӗлнине пит те аван кӑтартрӗ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн пӗлнине, астунине йӑлтах, пӗр сиктермесӗр, йӗрки-йӗркипе каласа кӑтартма тӑрӑшнӑн васкамасӑр пуҫларӗ Надя хӑй сӑмахне:

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамӑр епле тилӗрме пӗлнине кӑтартас тесе тӗл пултӑмӑр, тейӗнех!

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Виҫӗ кун хушшинче ачасен хӑйсем вӑй-хал енчен ҫирӗп пулнине те, Тӑван ҫӗршыв историне аван пӗлнине те, тата ытти конкурссенче хастар пулнине кӑтартса пама тивӗ.

Help to translate

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

— Халӑха чӑн та сумлама пӗлнине кӑтартса пачӗҫ ку уявпа Кӗҫӗн Таяпасем, — палӑртрӗ Леонард Васильевич.

Help to translate

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Командӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса выляма пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Регбол турнирӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60526

Ҫавра юрӑ вӑл пирӗн чӑваш халӑхӗн ӑсне, тӗнчене мӗнле пӗлнине, ӑна мӗнле шухӑшласа кӑларнине кӗскен те ҫивӗччӗн калама пӗлтернӗ форма».

Help to translate

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Хӑйсем мӗн пӗлнине вӗсем ӑсталӑх лаҫҫисенче каласа кӑтартма пултарчӗҫ.

Help to translate

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Хӑй мӗн пӗлнине калас килменни сисӗнчӗ унӑн, анчах ҫавна пытарма май тупаймарӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь вӑл автобусра ярӑнса пынӑ май тӑван ялӗнчи Сулагаевсем ҫинчен мӗн пӗлнине ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑркаларӗ те кӗтмен ҫӗртен сасартӑк пуҫӗ ян-н! янраса кайрӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй мӗн пӗлнине ҫӑва ҫине илсе каяс темен ахӑр — чунӗ тухас умӗн мана тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем мультфильмран тата мӗн пӗлнине аса илме тӑрӑшрӗҫ.

Они пытались вспомнить, что еще знают из мультфильмов.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Малтанах арҫын хӑйне лӑпкӑ тытнӑ-ха, анчах полиграфпа /суя детекторӗ/ усӑ курса ирттернӗ психофизиологи тӗпчевӗ арҫын хӗрача мӗншӗн ҫухалнине пӗлнине ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed