Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тимахви ырӑ кӑмӑллӑн кулкаласа илет, Миша вара Нюрӑна кӗвӗҫтерсе пырать, леш сӗлӗпӗтрине йытпуллинчен уйӑрма пӗлменшӗн, хӑй ҫапах та пулӑ тытма ларнӑшӑн кулать.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя, куккӑшӗн сӑмахӗсене хӑйне ӗҫлеме пӗлменшӗн тӗксе илнӗ пек ӑнланса, шӑпланать, анчах хӑй малтанхи пекех шухӑшлать…Костя усматривает в этом намек на свое неуменье и умолкает, но остается при том же мнении.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Унчченхишӗн те, клубришӗн, икӗ-виҫӗ уйӑх каяллахишӗн, хальхишӗн те, кӗҫӗрхишӗн, хӑвна этем ӗретлӗ тытма пӗлменшӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мана хам пӗлменшӗн намӑс пулчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех Зухин калани пӗтӗмпех тӗрӗссине туйса, итлеме пӑрахрӑм та ҫак ҫӗнӗ юлташсем ҫине тишкерсе пӑхма тытӑнтӑм.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аппӑшӗн хӗрӗ ҫинчен ывӑнма пӗлмесӗр калаҫакан Софья Ивановна мана Варенька, хӑй ҫамрӑккине пула, тӑватӑ ҫул каялла кӗписене, пушмакӗсене пӗтӗмпех никамран ыйтмасӑр ялти хресченсен ачисене пани, ҫав япаласене каялла пуҫтарса илме тивни ҫинчен каласа кӑтартсан, эпӗ ҫакна хамӑн шухӑшра ӑна ҫӳлерех хӑпартма май паракан ӗҫ вырӑнне тӑруках йышӑнмарӑм, малтан унран япаласене хаклама пӗлменшӗн хам ӑшра тӑрӑхласа култӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ нимшӗн те мар, кайӑксен чӗлхине пӗлменшӗн кӳренетӗп.— Если я о чем жалею, так о том, что не знаю птичьего языка.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халь вӑл хӑйне хӑй ӗлӗк ачасемпе ҫывӑх пулманшӑн, вӗсемпе мӗнле калаҫмаллине пӗлменшӗн, вӗсен чунне епле кӗмеллине пӗлменшӗн ылханчӗ, — анчах вӗсемшӗн те чӗрӗ ҫынсем умӗнче ответне унӑн хӑйӗн тытмалла пулать-ҫке.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
«Ӗлӗк пӗлменшӗн халь пӗлетӗп. Халь йӑнӑшас ҫук ӗнтӗ. Халь пӗлетӗп», — тет.— Не знал, так теперь знаю. Теперь уж без ошибки. Теперь знаю».
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Эпӗ ҫаксене пурне те маларах пӗлменшӗн калама ҫук хытӑ кулянатӑп.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ӗҫе тума пӗлменшӗн — пурте шиклӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсен чӗлхине пӗлменшӗн Ковшов сасӑпах кӳренсе илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпӗ хама хам ҫав кӑткӑс япалана ӗлӗк хаклама пӗлменшӗн ятлатӑп.— Я себя ругаю за то, что раньше недооценивал этой сложности.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Чӑнах, эпир ун ятне ыйтса пӗлменшӗн эпӗ пит кулянатӑп.
III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ме, минтер хур та ӑшӑн, — хӑй ӑна мӗнле пулӑшмаллине пӗлменшӗн кӑмӑлсӑрланса каларӗ ашшӗ, Саша инке патне ҫитсе йывӑҫ айне майланса выртсан.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Ҫын пӗлменшӗн эпӗр айӑплӑ мар, хамӑр пӗлетпӗр.— А мы не виноваты, что люди не понимают, мы понимаем — и этого достаточно.
XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хальхи вӑхӑтра йӗлтӗрпе лайӑхах ҫӳреме пӗлменшӗн, мана нимӗн те пӗлмест тесе калама ҫук вӗт.Из того, что я не умею пока порядочно бегать на лыжах, не следует еще, что я ничего не смыслю.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Хама тыткалама пӗлменшӗн, ухмахла сӑмахсемшӗн… хытӑ каласа кӳрентернӗшӗн ятларӗҫ…
33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗлменшӗн хӑйӗн работникӗсене Воропаев питӗ юратмасть, пулса иртекен ӗҫсене вӑл сӗтел хушшинче кӗтсе ларма мар, яланах вӗсене хирӗҫ кайма хушать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ҫынсем хӑйсем хутла пӗлменшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ унта, — терӗ вӑл Андрея.— Жалеют там люди, что неграмотные они! — сказала она Андрею.
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ксение тимлӗн итлерӗҫ, хӑйне ӑна вӑл хӗрӳллӗ те ӗнентерӳллӗ каларӗ пек туйӑнчӗ, анчах каласа пӗтерсен, вӑл хӑйне тыткалама пӗлменшӗн ҫынсем лайӑхмарланчӗҫ пулас, зал хуллен ӳсӗрес килмен ҫӗртенех ӗххӗм-ӗххӗм ӳсӗркелесе илчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.