Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫлес кӑмӑлу пысӑккине кура тӳрех аслӑ прораба лартрӑмӑр сана, пысӑк участок патӑмӑр, пысӑк ӗҫ шантӑмӑр.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Эпӗ сана, кӑмӑлу пулсан, хам олимп вӑййинче тӑхӑннӑ спорт костюмне ярса парап», — тет.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӑмӑлу уҫах мар-ҫке сан, чӗппӗм?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Унсӑрӑн хисеплемен пек туйӑнать пуль, пӗр утӑм та тӑвас кӑмӑлу ҫук пуль, юпа пекех хускалмасӑр тӑратӑн ак».
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кӑмӑлу пулсан, хуларан тухмасӑрах вак-тӗвек ӗҫсем туса ҫӳре.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫур сехет ларма та кӑмӑлу ҫук-и ӗнтӗ тусу патӗнче?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӗл пулсан та калаҫас кӑмӑлу ҫук-и?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Хӑвӑн кӑмӑлу, — йӑл-йӑл кулчӗ Ишмук, — ӗненен-тӗк ӗнен, ӗнемесен — ан ӗнен.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑмӑлу пулсан — кай Валтиеле.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Итлес кӑмӑлу пур-и, хӗрӗм, э-э?
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Атӑл ҫинчи калӗрсен Йӗрри юлман шыв ҫине, Сан кӑмӑлу тивмесен Телей анмӗ ҫӗр ҫине.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫуртна пӑхрӑм — ҫӑтмах пек, Сӑнна куртӑм — сар ҫу пек, Сассу — чепчен сасси пек, Кӑмӑлу, пулас, шерпет пек.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӑмӑлу пулсассӑн арӑмна та ил, Анчах хӑвӑнпа хӗрне хӑварас мар, Тесе каланӑччӗ воевотӑ мана, Ҫавӑнпа та хӗрне хӑварас мар, Илемлентӗр унпала Шупашкар, Тесе пӗтерчӗ салтак сӑмахне, Шаклаттарса илчӗ атти кӗллине.
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӑмӑлу пулсан, пӗчченех кай.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Кӑмӑлу пулсан, ыран иксӗмӗр театра кайӑпӑр.
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Кӑмӑлу пулсан, манӑн чӗкеҫӗм, ыран кимӗпе ярӑнма кайӑпӑр — эпӗ ыран каҫхи сменӑра ӗҫлетӗп — хӑйӑр ҫинче хӗртӗнӗпӗр, Атӑл ҫинче ярӑнса киленӗпӗр, пулӑ тытса килӗпӗр…
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Хӑвӑн кӑмӑлу.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
«Павӑл, сана нимӗнле арӑм шырама та кирлӗ мар, санӑн саккунлӑ арӑму пур. Кӑмӑлу пулсан, вӑл сан пата таврӑнма яланах хатӗр» тенине виҫӗ хут та.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Хӑвӑн мӑнтӑр кӑмӑлу.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.