Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унӑн кӗтесне, салӑ ҫуртипе ҫутатнӑ ҫӗре, пырса тӑрсан вӑл хӑраса ӳкмерӗ, ман ҫине хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫын килнӗн пӑхрӗ.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Шлюпка силлене-силлене шхунӑна хӳрипе таклаттарать; Аян шывалла анчӗ, анчах сасартӑк, урисемпе кимӗ тӗпне лекиччен, темӗн асне килнӗн, хыпалансах каялла улӑхрӗ те крюйс-камерӑна иртрӗ; кунта тар пичкисем лараҫҫӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аяна каллех ӑна шӑплӑх ҫӗнтерсе килнӗн туйӑнать; вара ӑсне килнӗ малтанхи хушусем, карап ҫинче яланхисем, пыр уҫлӑхӗнче янӑраса, ҫӗрле шуйхатнӑ кайӑксен ҫуначӗсем пек варкӑша-варкӑша саланчӗҫ:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Персе амантнӑ ӳпкинче сывлӑш хӑрӑлтатать, ҫара пуҫӗ ҫӗкленес килнӗн, тепре пенинчен куҫӗсемпе хӳтӗленес шухӑшлӑн чӗтрет.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Матрос сывлама чарӑнчӗ тейӗн, пӗлес килнӗн — шиклӗ куҫӗсемпе Тартӑн шухӑшлӑ сӑн-питӗнче кулӑ мӗлкине хыпашлать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кӗҫех вӑл ыйхӑ килменнине асӑрхарӗ; тӑнӗ кӑнтӑрлахиллех уҫӑмлӑ, каҫ сӗмлӗхӗ те юри такам илсе килнӗн туйӑнать; ӳт-пӗвӗ, пуҫӗ пекех, хӑйне кӑнтӑрлахилле, ҫӑмӑл туять.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хупахра е ҫыран хӗрринче, кимӗсен хушшинче вӑл пур чух пулӑҫсем калаҫма чарӑннине, чума ернӗ ҫын килнӗн айккинелле пӑрӑннине асӑрхамасть тейӗн.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лешӗ, ятарласах килнӗн, вӗсен тӗлне чарӑнса, хапха кутнелле кутӑн-кутӑн чакма тытӑнсан, шанках тӗлӗнчӗ старик.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Уча Павӑл ҫине пӑхрӗ те, лешӗ яланхи пекех ытла пӗлес килнӗн те пӑшӑрхануллӑн пӑхнине курса, ирӗксӗр йӑл кулчӗ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хушӑран ӑна хӑй пӗр вырӑнтах тӑнӑ пек туйӑнса каять, хӑйне хирӗҫ вара тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа темскер, ҫав тери пысӑкскер ӗрӗхтерсе килнӗн туйӑнать, анчах ҫав пысӑкскер уншӑн пулсан чи ҫывӑх тӑван пек туйӑнать, кунта уншӑн кашни хӑйӑр пӗрчи, кашни йывӑҫ тӗми ҫывӑх.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Уншӑн вӗсем хӑйне каллех тӗрмене илсе кайма килнӗн туйӑнчӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах тухтӑрпа ҫапла, хӗрсе кайнӑ чуна сивӗтсе яракан калаҫусем ирттернӗ хыҫҫӑн та, Коля хулара пур ҫӗрте те ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине шиклӗн те тӗксӗмӗн, темскер илтсе пӗлес килнӗн пӑхкаланине туять тата курать те: пурте канӑҫне ҫухатнӑ, темскер пуласса кӗтеҫҫӗ, пурнӑҫран аякра тӑракан ҫынсенчен виҫҫӗшӗ, чи хытӑ шавлакан хаҫата ҫырӑнса илнӗ те, шухӑша кайнӑ политиксем пек пулса тӑнӑ, пасар тӑрӑх васкавлӑн унӑн-кунӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хӑйсем тавра хисеплӗн те тимлӗн итлесе тӑракан ҫынсен ушкӑнӗсене пуҫтара-пуҫтара, икшер сехет хушши хаяррӑн тавлашаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Халӗ мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ? — пӗлес килнӗн ыйтать хӗрарӑм.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Брянский инҫетри Трансильвани тӑвӗсем ҫинчен анса, кунта килнӗн, вӗсем хушшине тӑнӑн тата иккӗшӗн ҫине те пӑхнӑн туйӑнчӗ.Брянский как бы сошел сюда с далеких Трансильванских гор, стал между ними и смотрел на них обоих.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӑртан тапраннӑ сивӗ шывсем урлӑ ҫапӑҫусемпе каҫа-каҫа тата хӗрӳ маршсенче халтан кайиччен ывӑнса, вӗсем мӗн пек хӑвӑртрах малалла куҫса пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫуркунне те хӑвӑрт та васкаса килнӗн туйӑнса тӑрать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тен, полк ҫуркуннене походра кӗтсе илнӗрен пулӗ, боецсене вӑхӑт малалла шӑвасси те вӗсенчен хӑйсенченех килнӗн туйӑнать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫак ҫил пирӗн пата тӳрех кӑнтӑртан, Казахстанти анлӑ ҫеҫенхирсенчен, вӗҫсе килнӗн туйӑнать; унта, Казахстанта, ҫуркунне ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫураки пуҫланнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ҫуркуннехи пекех хӑвӑрт тул ҫутӑлса килнӗн туйӑнчӗ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Госпитальтен таврӑннӑ ҫын хӑйпе пӗрле хыҫа юлнӑҫемӗн ӑсра сӳнсе пыракан, анчах ҫав хушӑрах юрӑри пек туйӑнма пуҫлакан ӗлӗкхи ҫапӑ-ҫусен чӗрӗ шӑршине илсе килнӗн туйӑнать.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Имени хыҫӗнчи хура уй, ракетӑсемпе ҫутӑ йӗр хӑваракан пульӑсемпе ҫуталса, кӗрлесе, ахлатса тӑрать, ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫулпа кунталла темӗнле никам ҫӗнтерейми ӗмӗрхи вӑй-хӑват куҫса килнӗн туйӑнать.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.